Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Урам командисем ăмăртрĕç

о Пуçару

Урам командисем ăмăртрĕç

Кивĕ Вăрмарта çамрăксен "Улăп" физкультурăпа сывлăх центрне официаллă майпа уçнăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ-ха, вăл вара хăй çут тĕнчене килни çинчен пĕлтерсех тăрать. Унăн ертỹçи В.Григорьев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков тата ял çамрăкĕсем тăрăшнипе шкул стадионĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕн куçса çỹрекен Кубокне çĕнсе илессишĕн урамри командăсем хушшинче мини-футболла выляс енĕпе ăмăртусем ирттерчĕç. Тупăшăва 6 команда хутшăнма кăмăл турĕ. Икĕ кун хушшинче 30 вăйă вылярĕç вĕсем, куракансене хитре голсем кĕртсе савăнтарчĕç. Кĕрешỹ питĕ çивĕч пычĕ, анчах та Çĕнкас урамĕнчи каччăсене нихăш команда та çитеймерĕ - вĕсем 13 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, Кубока тивĕçрĕç. Ветерансен команди те ăсталăхне çухатман-ха. Ара кунта тĕрлĕ çулсенче футбол енĕпе район чемпионĕ ята тивĕçнĕ Г.Петров, А.Шашков тата ыттисем те вылярĕç. Çапла вара ветерансен команди 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ытти командăсенче вылякансенчен Юрийпе Валерий Федоровсене, И.Герасимова палăртмалла. Çамрăксем те аслисенчен юлмарĕç, шкул ачисем - виççĕмĕшсем. Виçĕ команди те грамотăсене тивĕçрĕ. Çакна та каламалла, темиçе çул каялла урамсем хушшинче тĕрлĕ спорт вăййисем ирттересси анлă сарăлнăччĕ. Хĕллехи вăхăтра ялти кỹлĕсемпе пĕвесене ачасем хăйсемех тасатса хоккей вăййисем вылянă. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр хушă вăл манăçа тухрĕ. Халĕ Кивĕ Вăрмарсем çакна тепĕр хут чĕртсе тăратрĕç. Волейбол, шашка-шахмат ăмăртăвĕсене те çывăх вăхăтра ирттерме палăртнă. Кивĕ Вăрмарсен пуçарăвĕ районти ытти ялсенче те сарăласса шанас килет.

В. ТОЛМАТОВ.



21 января 2006
00:00
Поделиться