Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсене халăх хисеплет

о Династи

Вĕсене халăх хисеплет

Валентин Макаровичпа Мария Ивановна МОСКОВКИНСЕНЕ пĕлмен çын хăй вăхăтĕнче пулман та пулĕ. Çулланнисем, ватăраххисем халĕ те вĕсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Иккĕшĕ те районти тĕп больницăра нумай çул шăл врачĕнче лайăх ĕçленипе халăх хисепне тивĕçнĕччĕ.

Валентин Макарович 1927 çулта Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕнче çуралнă. Чашламари шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет, анчах та вăрçа пула унта малалла пĕлỹ илеймест. 1948-1952 çулсенче вара унта пĕлỹ илме тепĕр хут кĕрсен хăйĕн ĕмĕтне тинех пурнăçлама май килет. Кайран чылай вăхăт рентгентехнологра тăрăшать. 1961-1966 çулсенче Хусанти медицина институтĕнче пĕлỹ пухать. Ун хыççăн районти тĕп больницăра стоматолог-ортопедра, протез уйрăмĕн заведующийĕнче вăй хурать. Хастар ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотисене тата ытти чылай наградăсене илме тивĕçнĕ.

Питех те шел, вăл 1999 çулта пурнăçран уйрăлчĕ.

Валентин Макарович 1955 çулта Мария Ивановнапа çемье çавăрнă.

Мăшăрĕ - Мария Ивановна Канаш районĕнчи Виçпỹрт ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Вăл та малтан Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Хăй специальноçĕпе ĕçленĕ хыççăн 1961-1966 çулсенче Хусанти медицина институтĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илет. Хамăр районта тĕп больницăра врач-стоматологра халăх сывлăхĕшĕн тăрăшма тытăнать. Çак пархатарлă ĕçре вара вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать.

Мария Ивановна обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă, тĕп больница çумĕнчи хĕрарăмсен канашне вун пилĕк çул ертсе пынă. Вăл Хисеплĕ донор пулнă.

Валентин Макаровичпа Мария Ивановна Московкинсен икĕ хĕр ачи те - Ольгăпа Татьяна - професси енĕпе вĕсен çулĕпех кайнă.

Ольга Валентиновна Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1974-1980 çулсенче Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренсе врач-терапевт специальноçне илнĕ. 1981 çулта районта тĕп больницăра ĕçлеме тытăннă. 2005 çултанпа вăл кунта пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕнче вăй хурать.

Ольга Валентиновна 1984 çулта Анатолий Семенович Сорокинпа пĕрлешнĕ. Ывăлпа хĕр пăхса ỹстерчĕç.

Татьяна Валентиновна Петрова та аппăшĕ пекех Шупашкарти университетра медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса врач-терапевт пулса районти тĕп больницăра 1982 çултанпа тăрăшать.

Татьяна Валентиновнан мăшăрĕ Виктор Геннадьевич Петров та сывлăх хуралĕнче тăрăшать. Виктор Геннадьевичăн йăмăкĕ - Мария Геннадьевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982 çултанпа районти тĕп больницăра тăрăшать.

Виктор Геннадьевич Петрова халăха сиплес ĕçре тăрăшса вăй хунăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн хисеплĕ ятне панă.

Халĕ вăл тĕп больницăра врач-реаниматологра ĕçлет - уйрăм заведующийĕ.

В. МИРОНОВ,
Раççей Журналисчĕсен
союзĕн членĕ.



21 января 2006
00:00
Поделиться