Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ача çуратмалли сертификат

Ача çуратмалли сертификат

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пулас амăшĕсене хĕрарăм консультацийĕсенче ача çуратмалли сертификатсем пама пуçларĕç. Сертификатсене "Сывлăх" наци проекчĕпе пурнăçа кĕртме, ăна пурнăçлама 10,5 млрд. тенкĕ уйăрма палăртнă. "Вăл мĕн тума кирлĕ", - тесе ыйтаççĕ пирĕн хаçата вулакансем. Вĕсен ыйтăвĕсене хуравлас тĕллевпе эпир район больницин тĕп тухтăрĕн заместителĕнчен Н.ВАСИЛЬЕВАРАН ыйтрăмăр.

Сертификат - тỹлев докуменчĕ. Ăна январĕн 1-мĕшĕнчен сывлăх сыхлавĕн патшалăх е муниципалитет учрежденийĕсен хĕрарăм консультацийĕсен врачĕсем амăшĕ пулма хатĕрленекен, çие юлнă - 30 эрне иртнĕ хĕрарăмсене параççĕ. Хĕрарăм иккĕ е ытларах ача кĕтет пулсан - 28 эрнеренех. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çав сертификат тăрăх Соцстрах фончĕ медицина учрежденийĕсене вĕсем хĕрарăмсене çие юлнă хыççăнхи тапхăрта тата ача çуратнă чух кỹрекен пулăшу ĕçĕсемшĕн укçа тỹлет. Сертификатăн 1-мĕш талонĕ хĕрарăм консультацийĕнче юлать, уншăн 2 пин тенкĕ, 2-мĕш талонпа ача çураттаракан çурта 5 пин тенкĕ тỹлеççĕ. Ку программа икĕ еншĕн те усăллă пулмалла. Кĕçех амăшĕ пулас хĕрарăма пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Медиксем вара ытларах ĕçлесе илме, хăйсен клиникине лайăхлатма пултарĕç. Кашни пациенткăшăн, йĕркеллĕ çураттарнă кашни пепкешĕн хушма укçа килет-çке. Тĕслĕхрен, пирĕн района илес пулсан, хальлĕхĕ ача çуратма хатĕрленекен е çуратнă 19 хĕрарăма сертификатсемпе тивĕçтернĕ.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх. Правительствăн амăшĕсемпе ачалăха пулăшмалли программа ача çуратмалли сертификатсемпе усă курма пуçланипе çеç вĕçленмест.

2006 çултан хĕрарăмсене ача çуратнăшăн пĕр хут паракан пособи халичченхи пек 6 пин мар, 8 пин тенкĕ пулать. Ача çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен тỹлекен пособи 500 тенкĕрен 700 тенкĕ таран ỹснĕ.

Патшалăх ача амăшне, ачалăха ытларах тимлĕх уйăрать, кашни хĕрарăмах сывă ача çураттăр, ăна тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтертĕр тесе тăрăшать.

Çапла пултăр тесе Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕ те хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвĕ.

В. ГУРЬЕВА
калаçнă.


25 января 2006
00:00
Поделиться