Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Анлă шухăш пурнăçлантăр

о ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа хавхаланса

Анлă шухăш пурнăçлантăр

2006 çул - Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнти хăй тытăмлăх реформин çулталăкĕ. Чăваш Еншĕн ку çулталăк Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçламалли çулталăк. Ку проект вĕрентỹ сферинче, сывлăх сыхлавĕнче, çурт-йĕр строительствин калăпăшне пысăклатас енĕпе, ял хуçалăхне аталантарас çĕрте пысăк вăй хумаллипе çыхăннă. Вĕрентỹ сферинче çак проектсемпе ĕçлеме 1996 çултах пуçланă. Чи малтанах "Çĕнĕ шкул" программи ĕçе кĕчĕ, шкулсенче ачасене интернетпа усă курса вĕрентесси пысăк хăвăртлăхпа аталанса пычĕ. Çырура "Республикăн "Чăваш Енри вĕрентỹ" порталне туса хумалла, вăл вĕрентỹ учрежденийĕсен мĕн пур сыпăкне пĕрлештерĕ, вĕрентỹ процесне хутшăнакансем федерацин пĕтĕм тĕнчери электронлă вĕрентỹ ресурсĕсемпе ирĕклĕн усă курма пултарассине тивĕçтерĕ", - тесе палăртнă Н.Федоров Президент. Унăн анлă шухăшне пирĕн пурнăçа кĕртсе пыма мĕн пур вăя хумалла. Шкул ĕçĕнче манăн ачасемпе ытларах хутшăнса ĕçлеме тỹр килет.

Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа чи малтан вĕрентекенсемпе сỹтсе яврăмăр, унтан ачасене паллаштартăмăр. Ку пирĕн ĕçри чи пĕрремĕш тивĕç. Район Пухăвĕн депутатне мана ял халăхĕ шанса суйланă пулсан - эпĕ вĕсен тарçи. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ - манăн пурнăç. Мĕн лайăххи, начарри - пĕрле пайламалла. Çапла вара çитес кунсенче ял халăхĕпе пĕрле пуçтарăнса "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" текен Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллашасшăн, ăна халăх патне çитересшĕн. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров хăй халăхĕшĕн еплерех тăрăшнине пурте туйса тăччăр.

В. НИКОЛАЕВ,
район Пухăвĕн депутачĕ.



25 января 2006
00:00
Поделиться