Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх бухгалтер

о Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Чи лайăх бухгалтер

"Тĕрĕссипе каласан, конкурсра çĕнтерни мар, хутшăнни тем пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ", - терĕ унпа сăмах вакланă май, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн тĕп бухгалтерĕ Людмила Васильевна Мелькова.

Мĕнле конкурс çинчен пырать-ха калаçу? Шупашкарти профессиллĕ бухгалтерсен территорири институчĕ тата "Гарант-Чебоксары" компани "Раççейри чи лайăх бухгалтер" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерсен Л.Мелькова та: "Мĕн пулать те, мĕн килет", - тенĕ те унта хутшăнма кăмăл тунă.

Хальхи вăхăтри бюджет счечĕн çĕнĕ планĕпе, бюджет отчечĕпе хăйĕн ĕçне тăратнă. Унăн ĕçне вара пысăка хурса хакланă. Вăл комисси паракан пур ыйту çине те - бухгалтери учечĕпе, налук хурассипе, право енĕпе - тĕплĕн хуравланă. Çапла вара бюджет организацийĕсен конкурсĕнче 2005 çулхи "Чăваш Республикинчи чи лайăх бухгалтер" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ăна дипломпа наградăланă. Унсăр пуçне вăл Пĕтĕм Раççейри "Раççейри чи лайăх бухгалтер" конкурсăн лауреачĕ пулса тăнă.

Мускавра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Пысăк конференц-залĕнче Раççейри бухгалтерсен тата аудиторсен пиллĕкмĕш конгресĕ пулнă. Унта республикăран 6 çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче Л.Мелькова та пулнă.

"Мускава конгреса кайса килни маншăн çав тери усăллă пулчĕ. Америкăран, Италирен, Францирен килнĕ представительсем тĕрлĕ ыйтупа тухса калаçрĕç, финанс отчечĕн ĕçне тĕнче шайне куçарасси çинчен калаçни уйрăмах асра юлчĕ, пире малалла та пахалăхлăрах ĕçлеме хавхалантарчĕ", - терĕ Людмила Васильевна çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа.

Çакăн пек пысăк та хисеплĕ ятсене тивĕçни, паллах, вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратни, яваплăха чи малти вырăна хуни, опыт пысăк пулни çинчен калать.

Л.Мелькова Канашри экономика техникумĕнче, Шупашкарти бухгалтерсен шкулĕнче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. 1977 çулта районти вĕрентỹ пайне килнĕ. Малтан аслă экономистра, унтан 10 çул ытла ĕнтĕ тĕп бухгалтерта вăй хурать.

"Районта 27 шкул, 7 ача сачĕ. Пурте вĕрентỹ пайĕ çинче тăраççĕ. Ĕçĕ сахалах мар пулин те ĕлкĕретпĕр, шанса панă тивĕçе тỹрре кăларса туса пырас тесе тăрăшатпăр", - тет Людмила Васильевна, лăпкă сассипе, çепĕç чĕлхе-çăварĕпе.

Çапла, чăн та, ĕçĕ сахал мар. Учетпа отчет ĕçне тытса пымалла, укçа-тенкĕне шкулсене, садиксене тĕрĕс уйăрса памалла, унпа мĕнле усă курнине тĕрĕслемелле тата эпир курман-пĕлмен ĕç мĕн чухлĕ-ши, каласа та пĕтерес çук.

Кашни кун харпăр хăй ыйтăвĕпе те, ĕçĕпе те миçе çын кĕрсе тухмасть-ши унăн пỹлĕмне. Вăл кирек кам пулсан та - аслă çын-и, кĕçĕн çын-и - пурне те итлет, ăнланса калаçать, сăмаха пат татса хумасть, ыйтăва хирĕçле мар, майлă татса пама тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ ăна нумайăшĕсем тав тăваççĕ, сума сăваççĕ.

Бухгалтери ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе туса пынăшăн панă Хисеп грамотисем те пĕрре кăна мар унăн. Раççейри Вĕрентỹ министерстви ăна "Пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ" ята, Раççей профсоюзĕсен никама пăхăнманлăх Федерацийĕ Раççей профсоюзĕ 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕ панă.

Ĕçпе пултаруллă, сăнĕ-пуçĕпе илемлĕ, кăмăлĕпе уçă Людмила Васильевнăна хисеплĕ ятсем илме тивĕçлĕ пулнăшăн эпир те унпа пĕрле чун-чĕререн савăнатпăр, малашне татах та пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçусем сунатпăр.

З. ПАВЛОВА.



25 января 2006
00:00
Поделиться