Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаваслăх илсе килтĕр

о Паян - Татьянăсен кунĕ

Хаваслăх илсе килтĕр

Студент çулĕсем - чи хаваслă та хуйхă-суйхăсăр пурăнмалли вăхăтсем. Ун чухнехи çулсене манма çук. Кашни çулах январĕн 25-мĕшĕнче çамрăк ентешсем студентсемпе пĕтĕм вĕренекен çамрăксен кунне, урăхла каласан, Татьянăсен кунне паллă тăваççĕ. Мĕнле пуçланса кайнă-ха çак уяв? Кăшт историрен: 1755 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Елизавета Петровна императрица "Мускав университетне туса хурасси çинчен" Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Указа алă пуснă кун Çветтуй Татьяна асапланса вилнĕ кунпа пĕр килнĕ. Указа императрица алă пусни пĕтĕм студентсен кунне паллă тумалли сăлтав пулса тăнă.

Татиана ят - грек халăхĕнчен куçнă ят. Татьяна II-III ĕмĕрсен вĕçĕнче Римра пурăннă, пуян та ятлă-сумлă çынсен çемйинчен пулнă. Ашшĕ Татьянăна вăрттăн христианство тĕнне кĕртсе христианла воспитани панă. Вăл диакониса пулса тăнă. Александр император христианство тĕнне кĕнĕ çынсене хĕстернĕ вăхăтра çав тери хăрушă та йывăр асаплантарнă Татьянăна, анчах вăл христиан тĕнĕнчен пăрăнман, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.

1790 çулсен вĕçĕнче Раççейре, Мускавра Моховая урамра университет валли ятарлă здани хăпартаççĕ, унта асаплă вилĕмпе вилнĕ Çветтуй Татиана чиркĕвне вырнаçтараççĕ.

XIX ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенче пуçласа Татьянăсен кунне студентсем, ытти вĕренекенсем чăтăмсăррăн кĕтсе паллă тăваççĕ. Çапла çак кун официаллă майпа çамрăксен кунĕ пулса тăрать.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче - шĕкĕр Шупашкарта - Çветтуй Татианăн - студентсен хỹтĕлевçин чаплă чиркĕвне хута янă.

Районти тĕп библиотекăра та кунти ĕçлекенсем тăрăшнипе "Ликуй, студент! Татьянин день!" ятпа кĕнекесемпе журналсен выставки уçăлнă.

С. ЩЕРБАКОВА,
библиотекарь.


25 января 2006
00:00
Поделиться