Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хавхаланупа пурăнать

о Юбилей

Хавхаланупа пурăнать

Темиçе çул каялла вулакансемпе тĕл пулма чăваш писателĕсем час-часах çула тухатчĕç. Ку енĕпе вырăнти администрацисем - районтисем те, ялтисем те - пуçарулăх кăтартатчĕç. Аслăрах çулти паллă çыравçăсемпе Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Василий Алентей тата ыттисем те çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулма яланах хавас пулнă. Шел пулин те, çав ырă йăла юлашки çулсенче кăштах сĕвĕрĕлме пуçларĕ пулмалла.

Акă манăн асăма теçетке çул ытла каялла ирттернĕ тĕл пулу килсе тухрĕ.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем йыхравланипе паллă сăвăçсем - Раиса Сарпипе Любовь Федорова вулакансемпе тĕл пулма килнĕччĕ. Вĕсем "Пике" журнал тин çеç кăларма пуçланăскерсем, чи малтанах хĕрарăмсем валли тухакан илемлĕ те интереслĕ кăларăмпа паллаштарчĕç, сăвăсем каларĕç. Хамăрăн артистсем Раиса Сарпин сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.

Шел пулин те, "Пике" журналăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ, редакцире ĕçлекенсен вăйĕпе çеç кăларнăскере патшалăх та хăй хỹттине илесшĕн пулмарĕ. Çапах та Раиса Васильевна журнала чĕртсе тăратас ĕмĕтне пăрахăçламасть-ха.

Иртнĕ кунсенче Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, премие, тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнче премине илнĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Васильевна Сарпи сумлă юбилейне палăртрĕ. 1972 çултах, хăй студент чухнех, кĕнеке кăларма пултарнăскер, малашне те вулакансене çĕнĕ сăвăсемпе, пьесăсемпе савăнтарас тет. Эпир те, поэзие юратакансем, хĕрỹ сăвăçа юбилейпе саламлатпăр, пултарулăхра ăнăçусем сунатпăр.

В. ЦЫФАРКИН.



25 января 2006
00:00
Поделиться