Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хурт-хăмăр ăстисен 2005 çулхи кăтартăвĕсем

Хурт-хăмăр ăстисен 2005 çулхи кăтартăвĕсем

Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли - пыл хурчĕ. Пур халăх та пылăн сиплĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлет. Халăх хуçалăхĕшĕн те пыл хурчĕн усси питĕ пысăк. Вĕсем ỹсен-тăрансене шăркалантарса тухăçлăха ỹстереççĕ. Çавăнпа та пыл хурчĕсене - çĕр ĕçченне пулăшаканĕ теççĕ. Анчах та хуçалăх ертỹçисем çакна шута илсе утарçăсене укçа-тенкĕпе пулăшса пымаççĕ. Парăмсене татма хурт çемйи сутаççĕ. Кайран вĕсен йышне ỹстерме тăрăшмаççĕ. Пыл хурчĕн хăйĕн умĕнче икĕ тĕллев: ĕрчемелле тата ĕçлемелле. Хуртсем ĕрчеме пултарнине шута илеççĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшса ярсан сутнă çемье вырăнне çĕнĕ çемье утарçăсем кăмăлпах тăваççĕ, ку вара хуçалăхшăн - тупăш, утарçăшăн - кăтартусем. 2005 çулхи кăтартусем тăрăх "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, Агро-Владина, "Бишевское", "Тегешевский", "Родина" хуçалăхсен пуçлăхĕсем утарçăсене пулăшса пыни курăнать. Вĕсем хурт çемйисенчен пылсăр пуçне ăвăс илессипе те лайăххисен шутĕнче. Ку вăл хуртсене вощинăпа тивĕçтерсе рамкăсем тăстарма условисем туса пани.

Анчах та "Мурсирма", "Рассвет", "Орнарский", "Ковали", "Шигали" хуçалăхсен специалисчĕсем, ертỹçисем пыл хурчĕ - чи усăллă пулнине шута илмеççĕ. Çулран-çул çемье шутне чакарса, утарсене пĕтерсе пыраççĕ. Тĕрлĕ эмел, япаласем, вакцина туянса памаççĕ, çавна пула утарçăсен кăтартăвĕсем чакса пыраççĕ.

Пыл хурчĕсем пулас ăрушăн питĕ тăрăшаççĕ. Пирĕн те, вĕлле хурчĕ пек, пуласлăха шанса çемье йышне ỹстересчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле", - тесе палăртнă. Унта ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене пулăшасси пирки те питĕ лайăх каланă. Çавăн пекех наци проектне тĕпе хурса ĕçлемеллине те палăртнă. Хурт-хăмăртан пысăк тупăш илесси те çак программăна тивĕçлипе туса пырсан ỹсессе шанас килет.

А. КУДРЯШОВА,
"Чувашпчелоагентство" зоотехникĕ.


25 января 2006
00:00
Поделиться