Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юбилее - çĕнĕ ỹсĕмсемпе

Юбилее - çĕнĕ ỹсĕмсемпе

Январĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкарта Пичет çурчĕн конференц залĕнче иртнĕ çулта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче ирттернĕ конкурссен итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Конкурссен призерĕсене, пичет ĕçĕнче палăрнă журналистсене Дипломсем, Хисеп, Тав хучĕсем, тĕрлĕ хаклă парнесем парса чысларĕç. Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕлле премисем 2005 çулхи лауреачĕсене чысларĕç. Палăртма та кăмăллă, хаçат страницисенче право тематикине анлăн çутатнăшăн пирĕн ĕçтĕшĕмĕр, А.Николаева пай заведующийĕ Шалти ĕçсен министерствин парнине тивĕçрĕ. Унсăр пуçне пирĕн коллектив ЧР Журналистсен союзĕпе Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ, РОСТО, ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви, Чăвашпотребсоюз, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, ЧР промышленноç тата энергетика министерстви, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕ. Апла пулсан, шав малалла утатпăр. Кăçал район хаçачĕ 75 çул тултарнине ỹсĕмсемпе кĕтсе илни чуна савăнтарать, çĕнĕ шанăç çуратать. Çапла пултăрччĕ малашне те.

П. АЛЕКСЕЕВ.



25 января 2006
00:00
Поделиться