Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр çынни

о Ят-сум

Çĕр çынни

1973 çулхи кĕркунне халĕ те асрах-ха. Ял хуçалăх производствинче малта пыракансем - хăйсен праçникне уявлама районти Культура çуртне пухăннăччĕ. Итогсене пĕтĕмлетнĕ май, ĕçре палăрнисене наградăсем пама пуçларĕç.

"Сцена çине "Россия" совхозăн иккĕмĕш уйрăм управляющине Михаил Павлова хăпарма чĕнетпĕр. Вăл ертсе пынипе уйрăмра кашни гектартан çĕр улмие - 260, выльăх кăшманне 600 центнер туса илнĕ", - илтĕнсе каять дикторăн янăравлă сасси.

Сцена çине пĕвĕпе çỹллĕ, патвар та кĕрнеклĕ çамрăк васкамасăр хăпарать.

Район пуçлăхĕсем унăн сарлака кăкăрĕ çине правительствăн пысăк наградине - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ çакса яраççĕ, ăна "Пысăк тухăçлă çĕр улми, выльăх кăшманĕ, силослăх культурăсем туса илекен мастер" ята тивĕçни çинчен свидетельство параççĕ.

Çакă вара Михаил Павловичшăн хăйĕн пурнăçĕнчи чи пысăк награда пулнă. Ку пысăк хисепе вăл çĕр ĕçне чунтан парăннипе çĕнсе илнĕ. Мĕн çамрăкранах ĕçе хăнăхса ỹснĕ. 15-ре чухнех прицепщикра вăй хума тытăннă. Вăрмарти машинăпа трактор станцийĕнчен тракториста вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн специальноçĕпе тăрăшма пуçланă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, тăрăшулăх кăтартнă.

Çапла, пĕррехинче каçхи сменăран таврăнсан ăна салтака кайма повестка параççĕ. Малтан Балтика флотне лекет. Чăваш каччи ятне çỹлте тытать. Çарпа политика вĕрентĕвĕнчи ỹсĕмсемшĕн карап командирĕ С.Кабанов ăна Хисеп грамотипе наградăласа пысăк чыс тăвать. Часах унăн сăн ỹкерчĕкне кунта тухса тăракан "Северная волна" хаçат çине вырнаçтараççĕ. Унăн айне çапла çырса хунă: "Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникне, аслă матроса - Павлов Михаил Павловича хăйĕн службăри тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн полкăн Хисеп Кĕнеки çине кĕртнĕ".

Çартан демобилизаци йĕркипе таврăнсан мирлĕ ĕçе кỹленет. Çирĕп вăй-халлă каччăна "Коммунизм" колхоз председателĕ Г.Максимов çийĕнчех асăрхать. Ăна ДТ-54 трактор шанса парать. Пултарулăхне кура ăна механика куçараççĕ. Уйрăмри ял хуçалăх техники тухăçлă ĕçлетĕр тесе хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне парать. 13 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшулăх кăтартать.

1969 çулта Павлова татах та яваплăрах должность шанса параççĕ, "Россия" совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕн управляющине лартаççĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн хăйĕн пултарулăхне кăтартма кунта майсем татах та ытларах. Çĕр пулăхне ỹстерессишĕн, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне парать. Тăрăшни сая каймасть. Темиçе çул хушши "Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен мастер" хисеплĕ ятсене çĕнсе илет. Управляющинче 17 çул вăй хурать.

Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Район тата Чулкас ял Совечĕсен депутачĕ пулать.

Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн Михаил Павловича темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă, хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Унăн кăкăрне çавăн пекех "Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитне ятпа" юбилей медалĕ, "Ĕç ветеранĕ" медаль тата пархатарлă ĕçшĕн панă ытти знаксем илем кỹреççĕ.

Ял-йыш хисеплет пултаруллă ветерана. Çак чыса вăл хăйĕн пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕпе çĕнсе илнĕ. Пурнăç уттипе тан пыма тăрăшать çĕр çынни. Район пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Районта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçата кашни çулах çырăнса илет.

А. ХОВАНСКИЙ.



28 января 2006
00:00
Поделиться