Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ пилленĕ çул

о В. Алентей ячĕллĕ конкурса

Ашшĕ пилленĕ çул

"Ăслин ăсĕ саккăр", "Ăсталăх - этем çуначĕ", "Этем хитре ĕçĕпе". Çакăн пек чăвашсен çунатлă сăмахĕсемпе каларăшсенчен пуçлас терĕмĕр Леонид Николаевич Иванов çинчен сăмах тапратнă май. Вăл Вăрмар районĕнчи Кĕлкеш ялĕнче 1946 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Леонид Николаевич - паллă ученăй, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн доценчĕ, нумай-нумай хисеплĕ ятсем илнĕ çын.

Акă мĕн каласа пачĕ пире Леонид Николаевич хăйĕн патĕнчи тĕл пулура:

- Атте ман ялти паллă механизатор Николай Иванович Иванов пулнă. Анчах ун кун-çулĕ вăрăмах пулмарĕ. Вăл вăхăтри механизаторсен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Кунĕ-кунĕпе хĕве сив çăкăр татки чиксе молотилкăпа авăн çаптарса кун ирттернĕ. Ялтине çапса пĕтерсе, вăл ытти ялсене çỹренĕ, сывлăхне сыхлайман...

Атте мана шкулта вĕреннĕ чухнех: "Сана эпĕ врача вĕрентетĕпех", - тетчĕ. Эпĕ вара чăнахах та Вăрмарти вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн врач пулма çирĕп тĕллев тытрăм. Анне те ман шухăша питĕ ырларĕ.

Часах эпĕ Хусанти медицина институтне çул тытрăм, вĕренме кĕтĕм. Çемьере 7 ача пулнă пирки аннене çăмăл пулмарĕ мана вĕрентсе кăларма. Тепĕр ултă çултан ачасене чир-чĕртен сыватакан врач дипломне илтĕм. Пĕтĕмпех "пиллĕксемпе" пĕтертĕм. Шел, атте эп вĕренсе тухнине кураймарĕ, сасартăк Леонид Николаевичăн куçĕсем шывланчĕç, анчах эпĕ диплома алла илнĕ чухне ăшра тупа турăм, хамăн пĕлĕве малалла ỹстерме шутларăм. Часах Хусантах институтра аспирантура пĕтертĕм, 1972 çулта медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăтăм, - калаçăва малалла тăсрĕ Леонид Николаевич. Вăрăм пулчĕ калаçу.

Леонид Николаевич Ивановăн тĕпчев ĕçĕ, таланчĕ 1972 çулхи сентябрь уйăхĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина уйрăмне ĕçлеме килсен, уйрăмах яр уççăн çуталса кайнă. Вăл ертсе пыракан кафедра аллерги, вар-хырăм чирĕсене хирĕç кĕрешмелли мелсем пирки нумай тĕпчев ĕçĕсем пурнăçларĕ.

1991 çулта Леонид Николаевича Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăсчахĕ ятне панă. Хисеп грамотисемпе дипломсен шучĕ те çук.

1990 çулта вăл Мускаври медицина академийĕнче хăйĕн "Экспериментальная клещевая аллергия и ее механизмы" темăпа çырнă тĕпчев ĕçне ученăй-профессорсем умĕнче чыслăн хỹтĕленĕ, медицина наукисен докторĕн хисеплĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. Талантлă çамрăк доктор Мускав, Будапешт, Алма-Ата, Санкт-Петербург тата ытти хуласенче ирттернĕ конференцисенче ученăйсем умĕнче хăйĕн ĕçĕсемпе, наука тĕпчевĕсемпе паллаштарнă.

1994 çулта вăл Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1995 çултанпа Леонид Николаевич республикăри ăслăлăхпа искусство наукисен президенчĕ пулса тăнă.

35 çула яхăн унăн ĕç стажĕ. Çав хушăра вăл сахалтан 200 тĕпчев ĕçĕ пурнăçланă. 20 кĕнеке тата вĕренмелли пособисем. Çавсен хушшинче вырăсла-чăвашла медицина энциклопеди словарĕ.

Вăл хăйĕн тĕп ĕçне яланах общество пурнăçĕпе тачă çыхăнтарать. Республикăри, Шупашкарти тĕрлĕ общество организацийĕсен ĕçне хастар хутшăнать. Кам кăна пулман-ши вăл, мĕн кăна туман-ши çамрăкран пуçласа çак таранччен: профсоюз комитечĕн тата партбюро ертỹçи, тĕпчев институтĕнчи ăслăлăх канашĕн членĕ, сывлăх министерствин врачсене аттестацилекен комисси членĕ...

1980 çулта Леонид Николаевич çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ Ольга Ивановна япăх кураканнисен шкулĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентет. Вĕсем пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вăл ашшĕ çулĕпе кайнă. Шупашкарти патшалăх университечĕн медицина факультетне, аспирантура пĕтернĕ, медицина наукисен кандидачĕ. Мускаври больницăра вăй хурать, тĕпчев ĕçĕсемпе интересленет.

Час-часах студентсем хушшинче аслăрах ăру çыннине курма пулать. Акă паян та, кăрлач уйăхĕнчи сивĕ кунсем пулсан та, каччăсемпе хĕрсен ушкăнĕпе хул хушшине папка хĕстерсе пире хирĕç çăмăллăн утса пырать вăл. "Виçĕ лекци вуламалла, заняти ирттермелле тата ытти ĕçсем те нумай...", - тĕрлĕ шухăшсем явăнаççĕ çулпа пынă май унăн пуçĕнче.

Леонид Николаевич ку таранччен йывăр та пархатарлă çул утса тухнă. Ку вăл ашшĕ пилленĕ çул. Ашшĕ пилĕ. Шăпах та çав пил ăна ахаль ял ачине профессор-академик таран ỹстернĕ.

Леонид Николаевич улăп пек çỹллĕ те тĕреклĕ кĕлеткеллĕ, таса сăн-сăпатлă, ăмăрткайăкăнни евĕр çивĕч куçлă, йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе малалла хăюллă ăнтăлакан, вăйпитти, пысăк авторитетлă, сумлă çын. Эпир ăна çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.

С. ИВАНОВА, М. ЯМУКОВА
Кĕлкешри вăтам шкулта вĕренекенсем.



28 января 2006
00:00
Поделиться