Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сивĕ хĕл "чăпăрккине" шартлаттарчĕ

о Кĕрлет Вăрмар пасарĕ

Сивĕ хĕл "чăпăрккине" шартлаттарчĕ

Раштав сиввисем самаях хăратрĕç. Ку сивĕре сăмсана кăна мар, урасене те тăм илтерекенсем пулчĕç. Малашне пĕлсе тăма: шăнса пăсăлас мар тесен урасене ăшăра тытмалла. Ăшши вара - çăмран йăваласа тунă кăçатă. Ăна пирĕн районта ытларах Пинер ял тăрăхне кĕрекен ялсенче: Вăтакас, Çỹлти Кинчер, Çĕнĕ Кинчер ял çыннисем ăсталама ỹркенмеççĕ. Çĕнĕ Мăнтăрпа Кивĕ Мăнтăр, Тупах халăхĕ те маххă памаççĕ ку ĕçре, чылай çынсем ỹркенмеççĕ кăçатă йăвалама. Хăшĕ-пĕрисем хăйсем мĕн астăвассах тăрăшаççĕ. Ку вара - пĕрре те çăмăл мар. Сивĕ хĕлĕ шартлаттарчĕ те шартлаттарчĕ "чăпăрккине". Васкар мар-ха лăпланма, хĕл сиввисем малалла. Апла пулсан васкар Вăрмар пасарне тĕрлĕ калăпăшлă кăçатăсене туянма.

Кăçатă тăвакан ăста каланă тăрăх, лайăх та чăтăмлă кăçатă туянас тесен - чи малтанах айккăн-майккăн çавăркаласа тыткаласа пăхăр. Енчен те кăçатă ытлашши çемçе пулсан, ăна çителĕклĕ йăваласа çитермен. Ытлашши хыттипе - утса çỹреме йывăр. Шăршласа пăхма та ан ỹркенĕр. Лайăх мар шăршă кĕрет пулсан, йăваличчен çăмне çуман.

Кăçатăна хăвăр уран калăпăшĕнчен пĕр размер пысăкрах туянăр. Калуш тăхăнтарса çỹрес тетĕр пулсан икĕ размер пысăкрах туянсан та пăсмасть. Ачасем валли туяннă чух, енчен те хăйсем çук пулсан, кăçатăна шал енчен виçĕр. Тĕслĕхрен, ача урин тĕпĕ 10 сантиметр пулсан кăçатăн шал енчи тĕпĕ 11-12 сантиметр пулмалла.

А. НИКОЛАЕВА.



28 января 2006
00:00
Поделиться