Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллевсем пысăк

о Вырăнти администраци

Тĕллевсем пысăк

"Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку çырун тĕп тĕллевĕ вырăнти хăй тытăмлăх реформине анлăн пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Унта Чăваш Енĕн экономикине, культурине, халăха вĕрентессине малалла аталантарма, халăх пурнăçне лайăхлатса пыма, ăс-хакăлне, ăнланулăхне кирлĕ шая çитерме çирĕп тĕллев лартнă.

Кăçалтан пуçласа Чăваш Ен хулапа ял тăрăхĕсем çине пайланса ĕçлеме тытăнчĕ. Суйлав хыççăн вара пĕтĕмпех çĕнĕлле ĕçлеме пуçларăмăр. Чи малтанах хамăр тăрăхри депутатсемпе пуçтарăнса ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ пирки сỹтсе яврăмăр. Хуть те мĕнле ĕç те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа та малтанах Чăваш Республикин финанс министерствипе ял тăрăхĕ килĕшỹ туса çирĕплетрĕ. Хамăрăн бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курас тесе плансем туса çирĕплетнĕ. Депутатсенчен 4 комисси туса хутăмăр: экономика тата суту-илỹ, çĕр ресурсĕсемпе пурлăх енĕпе ĕçлекенсен* право йĕркипе саккунлăха тĕрĕс пăхăнса пырасси тата преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессин* тирпей-илем тата социаллă ыйтусемпе ĕçлессин* ревизи комиссийĕсем.

Ĕçри чи пĕрремĕш тивĕç - ял халăхĕшĕн тăрăшасси. Ăна çĕнĕлле шухăшлама вĕрентесси тата пултаруллă ĕçлеме хăнăхтарасси. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ кашни çын, çемье хăйĕн ырлăхĕшĕн, тăван кĕтесшĕн тăрăшасси. Халăхпа пĕрле ĕçлесен кăна тăнăç пурнăçăн шанчăкĕ çирĕп пулĕ, палăртнă тĕллевсем те пурнăçланĕç. Вĕсем пирĕн анлă. Республика кунĕ тĕлне ялсенчи урамсене, масарсене тирпей-илем кĕртмелле. Аслă Чак ял варринчи çăл куçа тирпейлесе ритуал вырăнне усă курас тетпĕр, ан тив, çак вырăн ял халăхне пĕрлештерсе, çĕклентерсе тăтăр.

М. УХИН,
Аслă Чак ял
тăрăхĕн пуçлăхĕ.



28 января 2006
00:00
Поделиться