Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Воспитани центрĕ

о Музейсен эрни умĕн

Воспитани центрĕ

Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕн экспоначĕсемпе паллашнă май нумай-нумай çын пурнăçне, вăрçăри паттăрлăха, ял историне, йĕрлевçĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕлме пулать.

1983 çулта тăван шкула ĕçлеме таврăнсан, Энĕшпуç шкулĕ 100 çул тултарнине анлăн паллă турăмăр. Юбилей валли пĕр пĕчĕк пỹлĕме 200 яхăн экспонат пухрăмăр. Унтан районти ачасен пултарулăх çурчĕпе тачă çыхăну тытса краеведени кружокне уçрăмăр, шыравçăсен ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Вăл "Азимут" ятлă пулчĕ. 1985 çулта вăрçă ветеранĕсене тата район пуçлăхĕсене чĕнсе савăнăçлă лару-тăрура Çар Мухтавĕн музейне уçрăмăр. Çапла иртнĕ çул вăл 20 çул тултарчĕ.

Халĕ музейре 1200 ытла экспонат шутланать. Вĕсенчен 27 экспонатне районти краеведени, 30-не тĕрлĕ музейсене парнеленĕ. Шутласа пăхнă тăрăх кунта 20 пин ытла çын пулса курнă. Вĕсем хушшинче шкул ачисем, ял халăхĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, журналистсем, чаплă спортсменсем, краеведсем, çар çыннисем, учительсем, аякри хăнасем, хисеплĕ те паллă çынсем, район тата республика шайĕнчи руководительсем.

1990 çулта шкулти йĕрлевçĕсен "Азимут" ятлă ушкăнĕ Пĕтĕм çĕр-шыври Асăну вахтине хутшăнчĕ. Çак мероприятие Смоленск облаçĕнчи Гжатск (хальхи Гагарин) районĕнче ирттернĕ. Пирĕн шкул ачисем "Азимут" ушкăнĕн членĕсем: П.Фролов, В.Александров, В.Федоров, Е.Петрова, Е.Алексеева, С.Сергеев, П.Алексеев, Н.Расколов тата В.Иванова (Ефремова) аслă вожатăй, И.Криков (ертỹçи) шыравра пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă 20 салтака, вĕсенчен виççĕшĕн медальонне тупрĕç. Шкул музейне вăрçă хирĕнчен 100 яхăн экспонатсем илсе килчĕç. Шырав ĕçĕсене активлă хутшăннăшăн "Азимут" отряда Гагарин хула комитечĕ Хисеп грамотипе наградăларĕ.

1983 çултан пуçласа кашни çулах Саруй ялне ачасемпе йĕлтĕрсем çине тăрса, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕпе П.Порфирьевпа тĕл пулăва çỹрерĕмĕр. Вăл пирĕнтен уйрăлсан та йăлана кĕнĕ йĕркене улăштармарăмăр. Вăл пурăннă çурт çине: "Здесь проживал полный кавалер орденов Славы, участник Парада Победы 24 июня 1945 г. П.П.Порфирьев, 1913-1992 г.г.", - тесе çырнă Асăну хăмине вырнаçтартăмăр. Çавăн пекех ялта та ветерансене асăнса 67 Хисеп хăми ăсталарăмăр. Кайран юсаса, çĕнетсе тăтăмăр. Халĕ ялта тăхăр вăрçă участникĕ кăна тăрса юлчĕ. Пĕлтĕр Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Хисеп хăмисене çĕнĕрен çырса çакрăмăр.

Республикăри шкулсенчи историпе краеведенин тата Çар Мухтавĕн музейĕсем хушшинчи смотр-конкурсра Энĕшпуçĕнчи музей 1995 çулта 2-мĕш, 1998, 2000 çулсенче малта вырăна тухса лауреат ятне илнĕ. 2000 çулта Аслă Çĕнтерỹ 55 çул тултарнă ятпа Мускавра, Раççей Федераци шайĕнче ирттернĕ конкурсра (1700 музей хутшăннă) пирĕн музей лауреат ятне илме тивĕç пулнă.

1995 çулта Л.Петрова Пĕтĕм çĕр-шыври краеведсен конференцийĕнче ("Артекра") лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ çулсенче республикăра ирттернĕ краеведсен олимпиадинче Н.Егорова, О.Крикова - пĕрремĕш тата Н.Егорова - иккĕмĕш, Н.Васильева - виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Иртнĕ çул Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валерий Гартунг Пĕтĕм çĕр-шыв шайĕнче ирттернĕ "А память нам покоя не даст" конкурсра музей экскурсовочĕ О.Крикова хăйĕн шырав ĕçĕпе лауреат ятне илнĕ.

Патриотла воспитани ĕçне активлă хутшăннăшăн шкул музейне нумай министерствăсемпе ведомствăсем Хисеп грамотисемпе наградăланă.

ЧР пушар службин управленийĕпе тачă çыхăну тытса тăтăмăр, республикăра ирттернĕ нумай мероприятисене хутшăнтăмăр, музейра "Бойцы огненного фронта" ятлă кĕтес йĕркелерĕмĕр. Вĕсем пире тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан "Самсунг" телевизор, видеомагнитофон, музыка центрĕ парса хавхалантарчĕç.

Статья авторĕ ял историне çырса пĕтĕмлетсе, музейри материалсемпе усă курса, Чăваш кĕнеке издательствинче "Ведай край свой-Шоркистры" кĕнеке пичетлесе кăларчĕ.

Шкулти музей çамрăксене патриотизмла воспитани пама, вĕсен тавракурăмне ỹстерме, тăван ен тата çĕр-шывăн историне пĕлме, паллă та пултаруллă ентешсемпе кăсăкланса мăнаçланма, пурнăçра вĕсем пек пулма нумай пулăшать.

И. КРИКОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ,
Çар Мухтавĕ музейĕн ертỹçи.



28 января 2006
00:00
Поделиться