Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк ăру - пирĕн пуласлăх

О ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Çамрăк ăру - пирĕн пуласлăх

Кăçалхи çул ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Хăй тытăмлăх реформи вăй илсе пырать. Ку ытларах халăхăн кăмăл-сипечĕ халичченхи шайран ỹссе пынипе çыхăннă. Пирĕн ĕç те халăхпа пĕрле - граждансен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтересси, çамрăк ăрăвăн инноваци хастарлăхне хавхалантарса пырасси, - пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлесси. Пулас салтаксене шкул саккинченех хатĕрлеме пуçлас тĕллевпе шкулсенчи вĕрентекенсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров: "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" тесе Патшалăх Канашне Çыру янă. Унăн тĕллевĕ çав тери анлă, Чăваш Ен халăхне пур енлĕн те аталантарма тăрăшни куç кĕрет. Ятарласа çирĕплетнĕ наци проекчĕсем - вĕрентỹ сферинче, сывлăх сыхлавĕнче, çурт-йĕр строительствин калăпăшне пысăклатса пырассинче, ял хуçалăхĕнче. Çаксем пурте чи малтанах çын факторĕсемпе çыхăннă. Çĕр-шыва сыхлакан чăн-чăн салтакăн пурнăçĕ те çак наци проекчĕсенченех пуçланать. Çавăнпах пулĕ ЧР Президенчĕ кашни çул Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕнче ытларах ачасене - çамрăк ăрăва тимлĕх уйăрмаллине, тĕрĕс воспитани памаллине çирĕппĕн палăртса хăварать. Пирĕн вара ăна пурнăçламаллах. Халăхăн пурнăç шайне ỹстерсе пынипе пĕрлех ăс-хакăла çирĕплетмелле. Ку вара малашнехи пурнăçа сывă ăрупа тивĕçтерĕ.

М. ПУКЛАКОВ,
районти çар ĕç комиссарĕ.


01 февраля 2006
00:00
Поделиться