Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентеше халалласа

о Çарпа патриотизм тата спорт уйăхлăхĕ

Ентеше халалласа

Иртнĕ вырсарникун Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Çỹлти Кинчерте çуралса ỹснĕ воин-афганеца Рудольф Петрова асăнса йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Тĕрлĕ дистанцисенче 100 яхăн спортсмен тупăшрĕç.

Ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене пурнăçлакан - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, шкул директорĕ М.Крылова, республикăри "Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕ" обществăлла организацийĕн председателĕ И.Кашаев, воин-интернационалистсен районти совечĕн председателĕ В.Ильин, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Краснов тата ыттисем саламланă.

А. ХОВАНСКИЙ.



01 февраля 2006
00:00
Поделиться