Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕç ĕмĕре юлтăр

о Çулсем тата çынсем

Ырă ĕç ĕмĕре юлтăр

"Çын ĕçпе илемлĕ" - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем вара Мăнçырмара çуралса ỹснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Сергей Михайлович ЕГОРОВ пирки каланăнах туйăнать. Мĕн кăна ăсталама пĕлмест пулĕ вăл. Карçынкка çыхнинчен пуçласа тата ытти куллен пурнăçра кирлĕ япаласем... Пахча-çимĕçĕ те унăн кашни çулах ăнса çитĕнет. Ỹркенмест ĕçчен арçын, пур çĕре те ĕлкĕрет. Ĕçченлĕхе вăл мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ỹснĕ. 1974 çулта Мăнçырма шкулĕнчен вĕренсе тухсан тỹрех районти сĕтел-пукан фабрикине çул тытать. Столяр пулса вăй хурать çамрăк каччă. Унтан арçын ачасене мĕн пĕчĕкрен килĕшекен профессине вĕренсе алла илес шухăшпа районти ДОСААФ автошкулне çул тытать. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен, водитель правине алла илет. 1975 çулта вара салтак тивĕçĕсене пурнăçлама каять. Икĕ çул хăвăрт иртет. Салтак пăтти татах та çирĕплетет Сергей Егорова. Ăнăçлă киле таврăнсан пуçланать те ĕнтĕ ялти çамрăкăн ĕç "шкулĕ". 1977 çулта районти "сельхозхими" пĕрлешĕвĕнче водительте ĕçлеме тытăнать. Шанса панă ĕçе яланах тивĕçлипе пурнăçлать вăл. Çакăншăн ăна тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чыслаççĕ.

Çамрăк çамрăках ĕнтĕ - вылянă та кулнă, каçхине вăййа васканă, хитре те илемлĕ хĕрсен пуçĕсене çавăрттарнă. Çав вăхăтра хамăр районти Чулкас хĕрĕ Лидия Николаева Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухса, Мăнçырмара агрономра ĕçлеме пуçлать. Ĕçчен хĕре куç хывать те ĕнтĕ Сергей Егоров. Кĕçех пĕр çемье чăмăртаççĕ çамрăксем. Ларса канма пĕлмесĕр ĕçлет çамрăк мăшăр. Лидия Ивановнăпа иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ỹстереççĕ - икĕ хĕр те пĕр ывăл. Хĕрĕсем - асли, Алена, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче студентсене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Марина И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра экономика факультетĕнче 4 курсра, кĕçĕн ывăлĕ - Егор çав университетрах юридици факультетĕнче 2 курсра пĕлỹ пухаççĕ. Паянхи куна савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур ĕçчен çемьере çитĕннĕ ачасемпе.

Çемье пуçлăхĕ, Сергей Михайлович, 1998 çултанпа районти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) пушар машинин водителĕнче вăй хурать.

Районта пушар инкекĕ килсе тухсан та ку предприятири пушар машинисем яланах çула тухма хатĕр, нумай чухне чи пĕрремĕш çитеççĕ. Çакăнта Сергей Михайловичăн та пысăк тỹпи пурах.

Кунта та вăл лайăх енчен кăна палăрса тăрать. Предприятири тирпей-илемшĕн, тасалăхшăн тăрăшать. Хисеплеççĕ ăна коллективра.

А. НИКОЛАЕВА.



01 февраля 2006
00:00
Поделиться