Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхă пулăр

о ГИБДД пĕлтерет

Сыхă пулăр

Урамсенчи тата çулсем çинчи хăрушсăрлăх - районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕшĕн тĕп вырăнта тăракан ыйтусенчен пĕри. Иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнчи çулсем çинче пурĕ 26 авари пулнă. Унта 6 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă, 33-шĕ аманнă. 2004 çулхи кăтартусене илсен, çак тапхăрта пĕтĕмпе 23 авари пулнă, çын вилнĕ тĕслĕхсем пулман, 33 аманнă. Цифрăсене тĕплĕн тишкерсен, 2005 çулта аварисен шучĕ самай ỹсни палăрать.

Çулсем çинчи лару-тăрăва çивĕчлетнĕ сăлтавсенчен пĕри вăл -автомототранспорт водителĕсем руль умне ỹсĕрле ларни. Иртнĕ çула илсен, çакăн пек тĕслĕх 200 ытла тупса палăртнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 182 водителĕн прависене çулталăк çурăран тытăнса икĕ çулччен туртса илнĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушă инкексем, палăртса хăвармалла, ытларах ỹсĕрле ларса çула тухнăран пулнă.

Çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем çул çинчи хăрушсăрлăхшăн яваплă пулнине çивĕч туяççĕ, çавăнпа та çулсерен тĕрлĕ профилактикăлла мероприятисем туса ирттереççĕ. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ çул çинчи инкексене сирес тĕллевпе "Хăвăртлăх", "Техосмотр", "Бахус", "Чукун çул урлă каçмалли вырăн", "Çуран çỹрекен" тата ытти операцисемпе рейдсем ирттернĕ. Унта çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене пăхăнман, правилăсене пăснă 800 водителе явап тыттарнă.

2005 çулта пирĕн районта 4027 çул çỹрекен автомашина шутланса тăнă. Вĕсенчен 2228 автомашина техосмотр тухнă. Районти патшалăх автоинспекцийĕ пур ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те харпăр хăй территорийĕсенче 2006 çулта техосмотр тухассине йĕркелес ĕçре пулăшу пама ыйтать. Кăçал пирĕн ĕçченсем районти шалти ĕçсен пайĕн ытти службисемпе пĕрле пур ялсенче те мототранспорта шута илмелли профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ.

Юлашкинчен, каласа хăвармалла: мĕн пур транспорт хатĕрĕсен водителĕсемпе пассажирсем, çуран çỹрекенсем, çула тухсан тимлĕ, сыхă пулăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр, пĕр-пĕринпе сăпайлă пулмаллине асра тытăр.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,
районти ШĔПĕн
ГИБДД уйрăмĕн пропагандăпа
агитаци инспекторĕ.



01 февраля 2006
00:00
Поделиться