Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăнăçлă иртессе шанатпăр

Ял хуçалăх çыравĕ

Ăнăçлă иртессе шанатпăр

Ял хуçалăх çыравĕ çывхарса килнĕ май, ял тăрăхĕсенчи хуçалăх кĕнекисене тĕрĕс йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни япалан шучĕ пур тенĕ пек, веçех хисепе хумалла. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçе вара пурне те шута илмелле. Çак ыйтусемпе интересленсе Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн специалисчĕпе Р.ИВАНОВĂПА калаçрăмăр.

Кăçал ял хуçалăх çыравĕ иртессине хаçатсенче тăтăшах çутатса тăраççĕ. Пирĕн çĕр-шывра çакăн пек мероприяти пĕрремĕш хут 1920 çулта ирттернĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ, пурнăçĕ те палăрмалла мар улшăнчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ял тăрăхĕнче те çаплах. Малтанхи çулсенче çынсем коллективлă хуçалăхсенче вăй хунă пулсан, халĕ вара фермер (хресчен) хуçалăхĕсем йĕркеленсе кайрĕç. Кун пеккисем пирĕн халлĕхе - 5. Икшер, пилĕкшер гектар çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Харпăр хăй валли те, патшалăха сутмалăх та продукци туса илеççĕ. Ытларах - пахча-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм тата ытти те. Ялсенче вак предпринимательсем те вăй илсех пыраççĕ. Ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕ вара налук хурасси мар, ял халăхĕн пурнăçне тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлесси, пурне те тĕрĕс шута илесси. Çакăнтан килет те ĕнтĕ çĕр ĕçченĕн малашнехи пурнăçĕ. Мĕнле пурăнать-ха вăл, еплерех аталанать. Ку енĕпе эпир хăш-пĕр ĕçсене туса ирттертĕмĕр. Халăха ăнлантарас тĕллевпех çырав кĕтесĕ те пур. Ялти выльăх-чĕрлĕхе шута илнĕ, çĕр списокĕсене тунă. Çитес çырава хатĕрленсе ăна ирттересси çăмăл ĕç мар. Çапах та ял хуçалăх çыравĕ пирĕн ял тăрăхĕнче ăнăçлă иртессе шансах тăратпăр.

А. НИКОЛАЕВА.



04 февраля 2006
00:00
Поделиться