Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иртни асран тухмасть

о Çарпа патриотизм тата спорт уйăхлăхĕ

Иртни асран тухмасть

Афганистан çĕрĕ çинче "хĕрỹ вăхăт" пуçланнăранпа 27 çул çитрĕ. Совет çарĕсене Афган çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа - 17 çул. Вунă çула яхăн тăсăлнă вăрçă сахал мар çамрăксен кун-çулне татрĕ. Мирлĕ вăхăтра интернационалла тивĕçе пурнăçлама кар тăнă совет салтакĕсем.

Вĕсенчен пĕри Урнар ялĕнчи Владислав Платоновичпа Людмила Ивановна Платоновсен ывăлĕ - Сергей. Вăл Афган çĕрĕ çинче вăрçă пуçланнă çул 12 çулхи ача кăна пулнă. Кам шутланă-ха ун чухне Платоновсен ывăлĕ те "вĕри" вырăна лекессе. 1967 çулта çуралнă Сергей ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен, Вăрнарти совхоз-техникума агрономи уйрăмне вĕренме кĕрет. Салтак ячĕ те техникумрах тухать. 1985 çулта çар службине чикĕ хуралĕнчен пуçланă вăл. Чита облаçĕнче пĕрремĕш çар вĕренĕвĕсем иртнĕ унăн. Ăна тивĕçлипе хăнăхса çитсен чăваш каччи Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçлама пуçлать. Салтака каяс умĕн ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем панă наказа Сергей çирĕп тытса пырать, çар командованийĕн заданийĕсене тĕплĕн пурнăçлать. Вăл çар операцисене хăвăрт тухса каякан ушкăнра чикĕ хĕрринче пулнă. Вĕсен çарĕ Кабултан 200 километрта тăнă. "Чикĕ хĕрринче службăра тăрать" тесен хăйех çын еплереххине сăнласа парать. Отрядра вăл аслă пограничник пулнă май хăйĕнчен те, юлташĕсенчен те çирĕп ыйтнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "СССР патшалăх чиккине лайăх сыхланăшăн", "СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене - 70 çул" медальсемпе наградăланă. Афганистан халăхĕн наградисем, "Совет Çарĕн отличникĕ", I тата II степеньлĕ "Чикĕ хуралĕн отличникĕ" тата ытти знаксем пур унăн. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн грамотине те тивĕçнĕ вăл. Çак наградăсем Сергей çар тивĕçĕсене тỹрĕ чунпа пурнăçланине çирĕплетеççĕ. Апла пулин те вăл хăй çинчен ытла каласшăнах пулмарĕ. Юлташĕсем пирки кăна ырăпа аса илчĕ. Аса илмеллисем вара "хĕрỹ вырăнта" пулнă салтакăн темĕн чухлех пулĕ. Икĕ çул службăра пулнă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра малалла вĕренет. Çамрăк çамрăках ĕнтĕ, юратнă мăшăрне, Маринăна, техникумра тĕл пулать. Пĕрлешсе çемье çавăраççĕ çамрăксем. Икĕ специалист тăван яла таврăнса тĕпленеççĕ. Пĕри - агроном, тепри - ветеринар. Техникумри вĕренỹпе çеç çырлахмасть Сергей Владиславович. Каярахпа Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен (академинчен) агрономи факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса пĕр хушă хуçалăхра тĕп агрономра вăй хурать. Халĕ районти "Резерв" медицина центрĕнче ĕçлет. Мăшăрĕпе, Марина Ивановнăпа, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем халлĕхе ялти шкулта ăс пухаççĕ.

Çапла пурăнать Урнар ялĕнче Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă Сергей Владиславович Платонов. Анчах иртни асран тухмасть.

А. НИКОЛАЕВА.



04 февраля 2006
00:00
Поделиться