Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Класс руководителĕсен хушма тỹлевĕ

о Вĕрентỹ

Класс руководителĕсен хушма тỹлевĕ

Кăçал РФ Правительствин йышăнăвĕ тăрăх учителе класс ертỹçи пулнăшăн хушса тỹлеме пуçлаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ те 2006 çулта республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе укçа уйăрмалли правилăсене палăртакан йышăну кăларнă. Çав йышăнупа килĕшỹллĕн палăртса хăварнă хушма тỹлев - 1000 тенкĕ. Сăмахран, çак тỹлеве Чăваш Енре 7789 учитель илмелле пулсан, пирĕн районта - 219. Вĕсенчен 168-шĕ ялти шкулсенче ĕçлеççĕ, 51-шĕ - Вăрмар поселокĕнче. Анчах та асăннă хушма укçана класс руководительне - хула шкулĕнче класра 25 ачаран, ял шкулĕнче - 14 ачаран кая мар пулсан çеç 1000 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Класра асăннă хисепрен ача сахалтарах вĕренет пулсан тỹлеве ачасен шутне кура палăртаççĕ: хулара 1 вĕренекеншĕн - 40 тенкĕ, ялта - 71 тенкĕ те 43 пус. Каласа хăвармалла, районта 25 е ытларах ачаллă классем - 38. 14 е ытларах ача шутланакан класс - комплектсем - 95. Ытти классенче вĕренекенсен шучĕ тата та сахалтарах.

Çак йышăнăва пурнăçлама пирĕн района 2258239 пин тенкĕ кирлĕ, çапах та çитес вăхăтра класс ертỹçисем асăннă укçана алла илĕç. Унсăр пуçне район шайĕнче класс ертỹçисене халиччен панă хушма тỹлевсене те сыхласа хăварнă.

Ю. СОКОЛОВ,
вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ.


04 февраля 2006
00:00
Поделиться