Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулăшу пахалăхĕшĕн

о Коммуналлă хуçалăх

Пулăшу пахалăхĕшĕн

Эпир, "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени ĕçченĕсем, хваттер хуçисен ыйтăвĕсене пур енлĕн, пахалăхлă тивĕçтерессишĕн çине тăратпăр. Акă, сăмахран, иртнĕ çул бюджет укçипе 641 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, 17 çурт-йĕре юсанă. Вĕсенчен Чулкас ялĕнчи Новая урамри 2 хутлă çуртăн çивиттине, подъездсен алăкĕсене тỹрлетнĕ, сăрланă. Унсăр пуçне поселокри К.Иванов, Мир урамсенчи çуртсен подъездсен алăкĕсене улăштарнă. Ленин, Чапаев урамĕсенчи хăш-пĕр çуртсен подъездсенчи иккĕмĕш хута улăхмалли картлашкасене те юсаса çĕнетнĕ. Подъездсенчи электричество проводисене улăштарассипе те чылай тăрăшатпăр. Ленин, Порфирьев, Механизаторсен, Мир, Заводская урамĕсенчи, Чапаев тăкăрлăкĕнчи хăш-пĕр çуртсенче ку ĕçсене пурнăçларăмăр.

Юлашки çулсенче поселокра пахалăхлă шыв çителĕксĕр пулни халăха самаях пысăк чăрмав кỹчĕ. Халĕ вара ку ыйтăва татса панăпа пĕрех темелле. Иртнĕ çул Заводская, Некрасов урамĕсенче - 208, К.Иванов урамĕнче 70 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ хывнă. Уйрăмах Киров урамне шыв илсе çитернине палăртмалла. Кунти 31-мĕш çурта шыв кĕртнĕ. Иртнĕ çул хваттерте пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе 95 заявление пăхса тухса пулăшу кỹнĕ.

Çỹп-çаппа тулнă контейнерсене çийĕнчех ятарлă вырăна тăкса пыратпăр. Çулсем пăрлаклă чух хăйăр сапатпăр, çил-тăман хĕвнĕ вăхăтра вĕсене юртан тасататпăр. Мир урамне, Школьнăй тăкăрлăкне хунарсем лартнă. Çынсене канмашкăн Ленин площадĕнче, урамĕнче саксем туса лартнă. Ворошилов урамне тата Свердлов тăкăрлăкне вак чул сарса якатнă.

Çакна палăртмалла: хваттер хуçисенчен хăшĕ-пĕрисем канализаци системипе кирлĕ пек усă курмаççĕ, кирлĕ мар япаласем пăрахаççĕ, çавна пула пысăк чăрмавсем пулаççĕ.

Пулăшу пахалăхĕ пирки сăмах тапратнă май, вăл укçа-тенкĕсĕр пулманнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та хваттер хуçисенчен чылайăшĕ коммуналлă пулăшушăн укçа вăхăтра тỹлемест. Акă кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăна çак парăм 1 миллион та 93 пин тенке çитнĕ.

Кăçал та хваттер хуçисем хăйсен парăмĕсене тỹлемесен суд умĕнче явап тытма тивет. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул суда 150 тавăç 785 пин тенкĕлĕх тăратнă, вĕсенчен 488 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ку ĕçе кăçал та район прокуратурипе пĕрле пурнăçлама палăртнă.

В. РОМАНОВ,
тĕп специалист.



04 февраля 2006
00:00
Поделиться