Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улми улмуççинчен аякка ỹкмест

о Династи

Улми улмуççинчен аякка ỹкмест

Çемье - патшалăх тĕрекĕ. Ырă, тăнăçлă çемьере тĕреклĕ ачасем çитĕнеççĕ, ашшĕ-амăшне кура пĕр-пĕрне, аслă ăрăва хисеплеме, ĕçе юратма вĕренеççĕ, малалла та ăруран-ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕркесене ачисене, мăнукĕсене халаллаççĕ.

Çакăн пек çемьере ỹссе çитĕннĕ те ĕнтĕ райпо системинче бухгалтерта ĕçлекен Зоя Алексеевна Васильева тата унăн пĕр тăванĕсем - Елена, Вячеслав тата Тамара. Ку ĕç династийĕн несĕл йывăçĕ авалтанпах çирĕп тымарланнă. Кооператорсен ĕç биографине вĕсен амăшĕ - Мария Васильевна Борисова пуçласа янă. Вăл 1928 çулта Кивĕ Вăрмарта, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăрçă çулĕсенче хĕрача ялти шкулта вĕренет, çав вăхăтрах хуçалăхра Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçлет, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале тивĕçет. 1944 çулта ялти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан 8-мĕш класа Вăрмар поселокне вĕренме куçать, 9 класс пĕтерет. Шкул хыççăн çамрăклах ĕçе кỹлĕнет. Илемлĕ те ĕçчен хĕре тăван ялти Алексей Борисов каччă асăрхать, икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ, тăватă ача - Елена, Зоя, Вячеслав, Тамара - çуратса "ешĕл хунавсене" пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Мария Васильевна 1961 çултанпа райпон çăкăр пекарьнинче аслă пекарь пулса ĕçлет, мĕн пенсие тухичченех тутлă шăршăллă, çемçе те кăпăшка çăкăр-булка пĕçерсе кăларассишĕн тăрăшать.

Аслă хĕрĕ - Елена Романова, 1949 çулта çуралнăскер, шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумне вĕренме кĕрет, 1968 çулта райпо системинче товаровед пулса ĕçлеме тытăнать, ĕçре хастарлăх кăтартать. Потребкооперацие аталантарас енĕпе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн ăна "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" знак парса чыслаççĕ. Çавăн пекех вăл "Раççей потребкооперацийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" знака, Чăваш Республикин суту-илỹпе предпринимательлĕх, ремесласен аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине, "Раççей потребкооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 2003 çулта поселокри кооператив предприятийĕсен директорĕ пулса ĕçлет. Коопераци системинчи ĕç стажĕ - 36 çул, халĕ - тивĕçлĕ канура.

Вăталăххи - Зоя, 1951 çулта çуралнă. Райпора вăл 1969 çулта бухгалтер-счетовода вĕренекенĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Шупашкарти кооператив техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухсан райпон автобазинче бухгалтер пулса тăрăшать. 1974 çулта кунтах аслă бухгалтерта ĕçлеме тытăнать те паянхи кунчченех вăй хурать. Чăвашпотребсоюз 75 çул тултарнă ятпа "Потребкооперацинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн", 2000 çулта "Потребкооперацинче 25 çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" знаксене, Чăвашпотребсоюзпа райпон Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене З.Васильева сахал мар тивĕçет.

Зоя Алексеевнан икĕ ывăлĕ те - Алексейпе Сергей райпон автобазинче водитель пулса ĕçленĕ. Асли - Алексей 10 çул ытла районти ялсене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшнă. Мăшăрĕ Елена та ку предприятинче рабочи пулса тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Кĕçĕнни - Сергей çара кайичченех райпо системине ĕçлеме кĕнĕ. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан кооператив техникумне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет, райпора шоферта ĕçлеме тытăнать. Унăн мăшăрĕ те - Марина, кооператив техникумне вĕренсе пĕтерсе, поселокри "Океан" лавккара 8 çул ытла сутуçă пулса ĕçлет. Каласа хăвармалла: Маринăн амăшĕ те - Раиса Ларионовна Никифорова Кивĕ Вăрмар ял лавккинче чылай çул сутуçă пулса тăрăшнă.

Вячеслав - виççĕмĕш ачи, 1954 çулта çуралнăскер, Вăрмарти РОСТОн автошкулĕнче водителе вĕреннĕ, çар служби хыççăн малтан "Сельхозхимире" водительте тăрăшнă, унтан райпо лавккисене çăкăр турттарнă, кайран УАЗпа ĕçленĕ.

Мăшăрне - Эльвирина Борисовăна 1976 çулта кооператив техникумне вĕренсе пĕтерсен, çамрăк специалиста направленипе Канашри райпона бухгалтер пулса ĕçлеме яраççĕ, 1979 çулта Вăрмар райповĕн хатĕрлев кантурĕнче аслă бухгалтер пулса ĕçлеме пуçлать. 2002 çултан тытăнса - Эльвирина Николаевна хаксемпе ĕçлекен экономист. Сăпайлă хĕрарăм ырă ята тивĕçнĕ, ăна райпон Хисеп хăми çине кĕртнĕ, Чăвашпотребсоюзпа район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, "Раççей потребкооперацийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" знака тивĕçет. Ĕç стажĕ унăн - 30 çул.

Вячеславпа Эльвиринăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ - 1980 çулхи Надежда, Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн райпон çăкăр заводĕнче бухгалтер пулса ĕçлет, çав вăхăтрах илнĕ пĕлĕвне анлăлатас тĕлĕшпе кооператив институтĕнче вĕренет. Халĕ вĕсем мăшăрĕпе Шупашкарта пурăнаççĕ. "Улми улмуççинчен аякка ỹкмест", - текен ваттисен сăмахĕ çак çемье çинчен калать те ĕнтĕ.

В. ГУРЬЕВА.



04 февраля 2006
00:00
Поделиться