Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вилĕмсĕр ят

о Юбилей

Вилĕмсĕр ят

(В. Рсай çырвçă çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май)

Виктор Ефремович Рсай - чăваш литературинчи паллă çыравçăсенчен пĕри. Январĕн 27-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

В.Е.Рсай 1906 çулта Кавал ялĕнче çуралнă. 1914-1920 çулсенче тăван ялĕнчи икĕ класлă шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн темиçе çул ялта ĕçлесе пурăннă. 1924-1926 çулсенче çамрăк каччă Шупашкарта ăс пухнă. "Канаш" хаçат редакцийĕнче литература сотрудникĕ пулса вăй хунă, çав хушăрах "Сунтал", "Капкăн" журналсемпе "Çамрăк хресчен" хаçат ĕçне хутшăннă.

1928-1933 çулсенче В.Рсай - Хусанти педагогика институчĕн студенчĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Тутар АССРĕн Çут ĕç министерствинче инспектор пулса ĕçленĕ, хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытнă.

Литература ĕçне пулас çыравçă совпартшкулта вĕреннĕ вăхăтра пуçăннă. Унăн чи пĕрремĕш "Тĕттĕмлĕхре" ятлă сăвви 1924 çулта "Ĕçлекенсен сасси" журналта кун çути курнă.

Пĕрремĕш сăвви ăнăçлă пулнипе хавхаланса, поэт сăвă хыççăн сăвă шăрçалама тытăннă. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри республикăра тухса тăракан "Канаш", "Çамрăк хресчен", "Коммунар" хаçатсенче, "Сунтал", "Ĕçлекенсен сасси", "Капкăн" журналсенче пичетленсе тухнă. Çамрăк сăвăçăн творчестви çултан çул аталанса пынă. 1927 çулта унăн "Аслати умĕн", "Пăхăр чĕлĕм" поэмăсем çуралнă. Иккĕшĕ те çак çултах "Сунтал" журналта пичетленнĕ.

В.Рсай пултаруллă калавçă пулнине критиксем хăвăрт асăрханă. 1920-1930 çулсенче прозăпа çырнă произведенисенчен писатель пултарулăхĕнче "Пушар", "Уçă хапха" повеçсем, "О, хĕвел", "Тăпра калаçать", "Кỹршĕсем", "Бригадир кинĕ", "Ĕç вăхăтĕнче", "Ĕретлĕ пул, пуçана", "Ашшĕпе ывăлĕ е Якку айăпĕ", "Ваçлей саккунĕ", "Вырмара", "Романыч" калавсемпе очерксем уйрăмах паллă вырăн йышăннă.

СССР писателĕсен Союзĕн членĕ В.Рсай вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл Мари литературин классикĕ М.Шкетан çырнă "Эренгер" романа чăвашла куçарнă, чăваш халăх поэчĕ С.Элкер çырнă "Шурăмпуç килсен" романа вырăсла вулакансем патне çитернĕ.

Проза ăсти хăй вăхăтĕнче чăваш писателĕсен пултарулăхне тишкерсе критикăлла статьясем те чылай çырнă. Вĕсем пурне те килĕшсех кайман. Çавăнпа та кĕвĕç чунлă çынсем В.Рсая "кулакла поэт", "халăх тăшманĕ" тесе те айăплама пăхнă. Çавна пула çыравçă нумай вăхăт хушши çырмасăр пурăннă. 1930-мĕш çулсенче айăпсăр çынсене айăплассине туйсан, вăл Шупашкартан тухса кайнă.

1936-1944 çулсенче Виктор Ефремович Ульяновск облаçĕпе Тутар Республикинчи шкулсенче ĕçленĕ. Кайран Канашри медицина училищинче тата учительсем хатĕрлекен институтра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче В.Е.Рсай 4 кĕнеке çеç пичетлесе кăларнă: "Çамрăк вăхăт", "Чăваш литературин хрестоматийĕ", "Калавсем", "Çамрăк писательсен пултарулăхĕ".

В.Рсай 1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Шупашкарта пытарнă. Чăваш халăхĕ пултаруллă çыравçăна нихăçан та манмасть. Ентешĕсем те ăна яланах асра тытаççĕ. Кавалти В.Рсай пурăннă урама унăн ятне панă.

Е. АРЛАНОВА,
Чăваш патшалăх пичет
архивĕн пай пуçлăхĕ.



04 февраля 2006
00:00
Поделиться