Çур ĕмĕр пĕрле
о Çулсем тата çынсем
Çур ĕмĕр пĕрле
"Çемье кăна - чи малтан çемье", - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Манăн сăмах ку хутĕнче шăпах çур ĕмĕр пĕрле алла-аллăн тытăнса утакан И.Прокопьевсен ç емйи пирки пырĕ. "Камсем-ши вĕсем?" - тейĕ вулакан кăсăкланса. Вĕсем вара сĕтел-пукан фабрикинче чылай çул вăй хурса пиçĕхнĕ çынсем.
Иван Прокопьевичпа Мария Мироновна иккĕшĕ те Кĕтеснер ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемье пуçлăхĕн кун-çулĕ çăмăлах пулман. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă, амăшĕ иккĕмĕш группа инваличĕ Ивана пĕчченех çитĕнтернĕ. Ялти шкулта 7 класс, унтан Вăрмар поселокĕнчи саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классене пĕтернĕ. 1954 çулта салтак ячĕ тухсан, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каять. 1956 çулта вара службăран яла таврăнать те çав çулах ял хĕрĕпе Мария Мироновнăпа çемье чăмăртаççĕ.
Мария Мироновна вара йышлă çемьере çуралнă. Вĕсен 8 ача пулнă. Шел те пиллĕкĕшĕ пĕчĕклех чирлесе çĕре кĕнĕ. Вăл ялти 4 класс пĕтерсен, тăван колхозра вăй хунă. 1962 çулта вара сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме кĕрет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те çакăнта мĕн пенсие кайичченех вăй хураççĕ. Иван Прокопьевич газоэлектросварщикра, Мария Мироновна наборщицăра тăрăшса вăй хураççĕ. "Ĕçне кура хисепĕ", - теççĕ халăхра. Вуннăмĕш пилĕкçуллăх заданийĕсене тата йышăннă социализмла обязательствăсене пурнăçлас тĕлĕшпе тунă çитĕнỹсемшĕн 1981 çулти КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн Мария Мироновна Прокопьевăна КПСС Чăваш обкомĕн тата Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Унпа пĕрлех пултаруллă хĕрарăма ĕçре ỹсĕмсем тунăшăн фабрика администрацийĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăл "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Иван Прокопьевичăн та Хисеп грамотисем чылай. Ватăсем вĕсене тирпейлĕ упраççĕ. Пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе мана вулаттарчĕç вĕсем. Эпĕ пăхнă вăхăтра хăйсем вара самантлăха шăплăха путрĕç, иртнĕ çамрăклăха аса илчĕç тейĕн.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача - 1 хĕр, 2 ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте вĕсем хăйсен вырăнне тупнă, çемьеллĕ. Мăнукĕсенчен те пуян вĕсем. Саккăрăшĕ те Иван Прокопьевичпа Мария Мироновна патне килсех çỹреççĕ. Акă ку хутĕнче те ватăсем патне чаплă уява - ылтăн туя йышлăн пуçтарăнчĕç.
З. ПАВЛОВА.