Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх класс руководителĕ

о Конкурс

Чи лайăх класс руководителĕ

Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енĕн социаллă тата культура программисен фончĕ 2005 çулхи декабрьтен пуçласа кăçалхи март уйăхĕн вĕçĕччен "2006 çулхи чи лайăх класс руководителĕ" конкурс ирттерет. Унта шкулсенче виçĕ çултан кая мар пĕр класа ертсе пынă учительсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс виçĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕ - шкулта, иккĕмĕшĕ - районта, виççĕмĕшĕ - республикăра иртĕ. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн класс руководителĕсен заявленийĕсене йышăнма комисси туса хунă. Вĕсене райадминистрацин вĕрентỹ пайĕнче февралĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

З. НИКИФОРОВА,
райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн
методика кабинечĕн заведующийĕ.


08 февраля 2006
00:00
Поделиться