Йĕркелĕхе сыхласси - пирĕн тивĕç
о Право
Йĕркелĕхе сыхласси - пирĕн тивĕç
Шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлекенсем районти оперативлă лару-тăрăва сыватас тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ, тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Вăрмар поселок территорийĕн лаптăкĕ 612 гектар йышăнать. Çак хула тăрăхĕнче 657 хваттерсемпе уйрăм çынсен çурчĕсем, 178 хушма хуçалăх, нумай хваттерлĕ 142 çурт шутланса тăраççĕ. Пурĕ поселокра 6688 çын пурăнать, вĕсенчен 3201-шĕ - арçынсем, 3487-шĕ хĕрарăмсем. Çак шутра: тин çуралнă вăхăтран тытăнса 6 çул таранччен - 409, 7-рен пуçласа 13 çулхисем - 1344, 14-15 çулхисем - 167, пенсионерсем - 1383 çын. Суд йышăнăвĕпе ĕçлесе юсанмалли тата условнăй майпа айăпланнă çынсене пăхса-тĕрĕслесе тăракан инспекцин учетĕнче 31 çынна, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмра 33 çамрăка шута илнĕ. Ăс-тăн пăсăлнипе чирлекен 6 çын пурăнать.
Тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулсан та 2005 çулта поселок территорийĕнче 137 преступлени тунине регистрациленĕ. Кăтартусем тăрăх, 29-шне уçса парайман. Пĕлтĕрхи çак тапхăра илсен 12 уйăх хушшинче 70 преступлени тунă, вĕсенчен 13-шне уçса парайман.
2005 çулта çынсен пурлăхне çаратнă 49 тĕслĕх пулнă. Вĕсене уçса парасси 49 процентпа танлашать. Хваттерсене кĕрсе çаратнă - 8, вăрă-хурахла тапăнса çаратнă - 6, документсем вăрланă - 2, ултавлă майпа çаратнă - 6, должноçпа усă курса преступлени тунă - 9, суя документсем хатĕрленĕ - 1, алиментсем вăхăтра тỹлеменнипе - 2, растрата тунă - 1, этем сывлăхне хирĕç тунă преступленисем 4 тĕслĕхсем тупса палăртнă йĕркелĕх хуралçисем. Ачисене тивĕçлипе воспитани паманшăн (РФ УК, 156 ст.) ашшĕ-амăшĕсене административлă йĕркепе явап тыттарнă. Наркотике хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ мероприятисемпе операцисем ирттернĕ, çапах та наркотик саракансем çук мар, ун пекки 1 тĕслĕх тупнă.
Çул-йĕр правилисене тĕрĕс пăхăнманнипе нумайăшĕ инкек курать. Çул çинчи аварие пула поселокра 1 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă, преступлени тунă водителе тупса палăртайман.
Поселок территорийĕнче административлă право йĕркисене пăснă çакăн пек преступленисене тупса палăртнă: ваккăн çаратни тата саккунсăр сутни - 43, обществăлла вырăнсенче эрех ĕçни, ỹсĕрле çỹрени -238, штраф тỹлеменнипе, килти харкашусемпе - 150, паспортпа виза йĕркине пăснипе - 86, сăмакуна сутас тĕллевпе юхтарса сутни - 6 тата ытти тĕрлĕ право йĕркине пăснă 75 тĕслĕх.
Преступленисене тăвассине хирĕç кĕрешсе поселокри пурăнакансемпе тăтăшах профилактикăлла калаçусем ирттернĕ. Анчах та пурнăçра преступлени тунă кашни çыннăнах тĕрĕс çул тупма тăрăшмалла.