Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Курăмлă ĕçĕн вĕçĕ çук

о Вĕрентỹ

Курăмлă ĕçĕн вĕçĕ çук

Шкулсенче вĕренсе пĕтернисен тĕл пулăвĕсем иртрĕç. Пурте хăйсене вĕрентсе кăларнă учительсемпе - уйрăм предметпа, пуçламăш класра, вăрăмлатнă кун йĕркипе пĕлỹ паракансемпе курса калаçрĕç. Шкулта ĕçлекенсем пурте питĕ хисеплĕ. Çав хушăрах вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекенсен ĕçĕ вара питех курăнса каймасть. Анчах та воспитателĕн ĕçĕ шкул ачисене çав тери кирлĕ. Вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекенсен кашни çул - урăх ачасем, ашшĕ-амăшĕсем. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупмалла. Кашни ачан вăрттăнлăхĕсене пĕлсе, таланчĕсене уçса палăртмалла, ăс-хакăлне пуянлатмалла. Вĕсене вĕрентекен учительсемпе те килĕштерсе ĕçлемелле. Вăл ачасене урокра мĕн вĕрентнине, урок хыççăн малалла тăсмалла. Паян сăмах çак ĕçсене пурне те тивĕçлипе пурнăçлакан Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти Нина Ильинична Прокопьева воспитатель пирки. Ун çинчен халĕ вĕренекен тата вĕренсе тухнă ачасен ашшĕ-амăшĕсем ырăпа кăна аса илеççĕ. "Нина Ильиничнăна ачасене шанса пама хăрамалла мар, мĕншĕн тесен вăл вĕсене хăйĕн ачисене юратнă пекех юратать. Занятийĕсем те тĕрлĕрен унăн. Ачасен пĕр пушă вăхăт та çук", - тет Галина Леонидовна Петрова. Н.Прокопьева группинчен вĕренсе тухнă Максим Маслов, Настя Петрова тата ыттисем те яланах ăшă кăмăлпа калаççĕ ун çинчен: "Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекех. Мĕн чухлĕ интереслĕ кĕнекесем вуласа паман-ши? Мĕн тĕрлĕ вăйă выляттарман-ши? Ăçтан вăй-халĕ çитет-ши?" - теççĕ. Çапла, Нина Ильинична кашни ачан чунне уçса калаçма пултарать. Ыркăмăллăхне пулах ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем ун патне туртăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна шкул дирекцийĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн, ЧР Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене парса наградăланă. Эпир унпа мухтанатпăр. Пирĕн хушăра çакăн пек çын пурри пулас ăрушăн - çамрăк ачасемшĕн пысăк телей.

Нина Ильиничнăпа мăшăрĕ Владимир Сергеевич икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ, хăйсен çемйисем пур. Мăнукĕсем - Артемпа Марина чĕвĕлтетни кукамăшне, кукашшĕне çав тери савăнтарать. Ырă çынсен кун-çулĕ те савăк. Çын умĕнчи хисеп çĕре ỹкмен-ха Н.Прокопьеван, малашне те çаплах пултăрччĕ.

Г. ЕГОРОВА.
Вăрмар поселокĕ.


08 февраля 2006
00:00
Поделиться