Талантлă педагог
о В. Алентей ячĕллĕ конкурса
Талантлă педагог
Шупашкарти Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн концерт залне халăх йышлăн пухăннăччĕ.
Кунта Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалланă халăх творчествин "Çĕнтерỹ салючĕ" фестивалĕн Чăваш Енре мала тухнисен II тапхăрĕн гала-концерчĕ пычĕ. Кунта Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ çỹллĕ те тĕреклĕ пỹ-силлĕ Е.Ефимов шкулти халăх инструменчĕсен ансамблĕпе пĕрле Н.Ивановăн "Элеги" кĕввине хăюллăн та мăнаçлăн, чуна тивмелле пысăк, профессионаллăх енчен чи çỹлти шайри туйăмпа труба çинче вылярĕ.
Республикăри жюри членĕсем Вăрмар районĕн 40 ытла художествăлла номерĕнчен çак жанра суйласа илсе фестивале тăратнă.
Е.Ефимовăн номерне залри халăх нумайччен, тăвăллăн алă çупса саламласа кĕтсе илчĕ ун чух. Кун пек самантсем пултаруллă трубачăн кашни концертрах сахал мар пулнă.
Акă 6 çул каярах вăл республикăри вокалпа инструментсен тата эстрада кĕввине пĕчченшерĕн вылякансен фестивальне хутшăнса труба çинче "Одиночество" кĕввине питех те ăнăçлă выляса гран-при те тивĕçнĕччĕ.
Çакăн пек талантлă кĕвĕ ăсти хăйĕн ачалăхне Кивĕ Вăрмарта ирттернĕ. Вăрмарти вăтам шкулта, ачасен музыка шкулĕнче В.Константинов тата А.Иванов педагогсем патĕнче ăнăçлă вĕреннĕ.
Музыкăна чунтан юратни, парăнни ăна Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине илсе çитернĕ. Кунта вăл Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Г.Вулих патĕнче хăйĕн специальноçĕпе лайăх вĕренсе тухнă. Икĕ çул çар службинче пулнă.
Самара хулинче Ефим Михайлович дивизи оркестрĕнче аслă музыкант пулса нумай сумлă мероприятисене хутшăннă.
Çартан таврăнсан кĕвĕ ăсти хăй вĕренсе тухнă тăван шкулĕнче икĕ çул хушши ачасене вĕрсе каламалли инструментсем çинче выляма хăнăхтарса теорие вĕрентет.
Лайăх специалиста Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинчи офицерсен "Выстрел" курсне оркестрăн солисчĕ пулма чĕнсе илнĕ. Ĕçленĕ виçĕ çулхи тапхăрта вăл çамрăк музыкантсене вĕрентсе пынă, хăй те оркестрăн солисчĕ пулнă. Мускав хулинчи миçе мероприятие, парада хутшăннине шутласа та кăлараймăн.
Мускав хыççăн Ефим Михайлович хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Алевтина Витальевнăпа пĕрле паянхи кунччен Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнче сольфеджио, музыка литературине вĕрентеççĕ, чи çамрăк кĕвĕ ăстисене вĕрсе каламалли инструментсем тата баян çинче выляма хăнăхтараççĕ.
Музыкăна чунтан юратнă ачасем вĕсен урокĕсене чун-хаваспах йышлăн çỹреççĕ, тарăн пĕлỹ илеççĕ, пысăк тĕллевсем лартаççĕ.
Педагог ачасемпе музыка университечĕн занятийĕсене виçĕ çул ытла ăнăçлăн ертсе пырать. Асра нумай юлакан мероприятисем ирттернĕ ку тапхăрта. Вĕсен тĕллевĕ - чăваш, вырăс композиторĕсен творчествипе, музыка пуянлăхĕпе паллаштарса кĕвĕ ăстисен тавракурăмне ỹстересси.
Кăçалхи çул Ефим Михайловичшăн питĕ ăнăçлă çул пулчĕ. Вăл шкулти ĕçпе пĕрлех Шупашкарти чăваш патшалăхĕн культурăпа искусство институтĕнчен пур предметпа та "5" паллăпа вĕренсе тухрĕ, хĕрлĕ Диплома тивĕçрĕ. Ун вĕренĕвне патшалăх комиссийĕн тĕнчипех паллă, Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ, Раççейри музыка академийĕн профессорĕ А.С.Любимов ырласа, экзамен программине труба çинче пысăк ăсталăхпа вылянине палăртса чи пысăк хак пачĕ.
Ефим Михайлович сахал мар наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче: "Мускава-850 çул" медалĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн хисеплĕ ячĕ, Культура министерствин лауреат Дипломĕ тата ытти те.