Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлемелли нумай

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Ĕçлемелли нумай

Пирĕн ял тăрăхне Пинер, Вăтакас, Çỹлти Кинчер, Çĕнĕ Кинчер ялĕсем кĕреççĕ. Унта пурĕ 1538 çын пурăнать. 2005 çулта пирĕн тăрăхра 15 ача çуралнă, çав шутра Пинер ялĕнче - 13. Шел пулин те, çут тĕнчерен 31 çын уйрăлнă. Ял халăхĕ ытларах хушма хуçалăхра ĕçлесе пурăнать. Ал-ĕç ăстисем те сахалах мар. Сурăхсем чылай усраса çăм та сутаççĕ, кăçатă та сутса укçаллă пулаççĕ. Мускава, Тутар Республикине, Самара облаçне тата ытти çĕре ĕçлеме каякансем нумай.

Вырăнти хăй тытăмлăх реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вăй хуратпăр. Малта - ăна пурнăçа кĕртмелли тапхăр. Малашлăхра палăртнисем анлă. Чи малтанах "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртме тăрăшмалли куç кĕрет. Апла пулсан пирĕн питĕ нумай ĕçлемелле. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ытларах аталантарса ярсан усăсăр выртакан çĕрсем те сахалланĕç. Халĕ патшалăх килти хушма хуçалăхсене - 300 пин, хресчен (фермер) хуçалăхсене 3 миллион тенкĕ таран кредит парса пулăшать. Çурт-йĕр çавăрма каялла тавăрса памалла мар пулăшу та илме пулать. Кун пеккисем пирĕн тăрăхра 4 çемье пулчĕ. Çăмăллăхсене ниçта та ĕçлеменнисене памаççĕ. Çамрăксем ялта тĕпленсе пурăнас тĕллевпе çурт вырăнĕсем илсе "йăва" çавăрма тытăнни чуна савăнтарать. Пинер ялĕнче 4 çемье çурт лартма тытăнчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Çỹлти Кинчер ялĕнче çĕнĕ урам çĕкленчĕ. Унта 11 çемье 24-шар сотăй çĕр çинче çурт лартма хатĕрленет. Ялсенче çамрăксем çурт лартса пурăнма пуçласан ача-пăча йышĕ те ỹсĕ. Пирĕн тăрăха кĕрекен ялсенче пуринче те "кăвак çулăм" çунать. Урамсенчи çулсене якатса тирпейлесех тăратпăр.

"Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указа пурнăçласа хамăр тăрăхри ялсенчи килсене шыв кĕртессипе ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра проектне вĕçленĕ, экспертиза ĕçĕсем пыраççĕ. Апла пулин те çăл куçсене тирпейлесе тăрассине манăçа хăварасшăн мар. Çĕнĕ Кинчерпе Пинер ялĕсенче çăл куçсене тирпей-илем кĕртмелле. Çỹлти Кинчерти пĕр тарасана юсама палăртнă. Пинерти Ленин тата Пичура урамĕсенче 300 метра яхăн шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштармалла.

Ĕçлемелли питĕ нумай. Пурне те халăхпа пĕрле пурнăçламалла, çакна ЧР Президенчĕ "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" тесе Патшалăх Канашне янă Çырура та лайăх кăтартса панă.

О. ИВАНОВ,
Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.


11 февраля 2006
00:00
Поделиться