Ачалăх кĕтесĕ
о Ялти сумлă çынсем
Ачалăх кĕтесĕ
Тăван ял, çуралса ỹснĕ çурт, ачалăх кĕтесĕ. Кирек ăçта пурăнсан та хăйĕн патнех туртать вăл. Эпĕ хам çуралса ỹснĕ Аслă Шăхале нихăçан та манаймастăп. Пĕлтĕр Питрав уявĕнче пулса хамăн ĕлĕкхи çывăх юлташ Владимир Андреев патне кĕрсе курма шутларăм. Мăшăрĕпе - Римма Григорьевнăпа иккĕшех пурăнаççĕ иккен. Ывăлĕ - Всеволод хăйĕн çемйипе Шупашкарта тымар янă. Тулăх пурăнаççĕ ялта Андреевсем. Кирпĕчрен купаланă пилĕк стеналлă илемлĕ çурт, пысăк сарай, тимĕр гараж, чăх-чĕп вĕçсе каçайми карта тытса çавăрнă. Çăмăл автомашина та пур. Выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ. Çурта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Шалта мĕнле кăна сĕтел-пукан çук?
Кăштах Андреевсен çемйипе паллашар-ха. Владимир Андреевич ытлашши ватă çын мар. 1937 çулта çуралнă. Сакăр çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Мĕн пĕчĕкрен электрик пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Çак тĕллевпех 1962 çулта электромеханик профессине алла илнĕ, Вăрмарта подстанцине тунă çĕрте ĕçленĕ. Ăна туса пĕтернĕ хыççăн Октябрьскинче подстанцине тунă çĕре хутшăннă. Тăватă çул унтах электромеханикре вăй хунă. Çакăн хыççăн тăван яла куçса килнĕ. Нумай çулсем хушши Сталин ячĕпе хисепленекен (халĕ "Шигали") колхозра электрик пулса тăрăшнă. Каярахпа - колхозри ревизи комиссийĕн председателĕнче. Тỹрĕ кăмăлпа, пысăк хастарлăхпа пурнăçланă вăл халăх тата правлени шанса панă яваплă ĕçе. Обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Çавăншăн ăна подстанципе колхоз правленийĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса хавхалантарнă.
Римма Григорьевна пирки вара пĕр пысăк кĕнеке те çырма пулать. Тарават, сăпайлă хĕрарăм. Вăл анне кăна мар, пысăк опытлă та сăпайлă учитель. Хĕрĕх çул (тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та) шкулта ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Сакăр çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Пилĕк ача выçăллă-тутăллă ỹснĕ. Римма Шупашкарта пединститутран вĕренсе тухса алла учитель дпломне илнĕ. Малтан Урнарта, кайран тăван ялти шкулта вĕрентнĕ, вунă çул завуч пулса ĕçленĕ. Пысăк пĕлỹллĕ, хисеплĕ учитель. Мухтанать унпа ял-йыш. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ Шупашкарти олимпиадăсенче ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ Римма Григорьевнăна "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ят панă. Хисеп грамотисемпе Мухтав хучĕсем те сахал мар унăн. Нумаях пулмасть хисеплĕ учителе "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.
"Улми йывăççинчен инçе ỹкмест", - теççĕ халăхра. Чăн сăмахсем. Ачи - Всеволод, ялти вуннăмĕш класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне кайса кĕнĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн, ученăй совет ăна унтах ĕçлеме сĕннĕ. Всеволод малтан вĕрентỹ мастерĕ пулнă. Сакăр çул каялла Всеволод Владимирович наука кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.
В.Андреев Раççей Федерацийĕн наука Академийĕнче (Мускавра, Харьковра) вунă тĕрлĕ наука статйисемпе докладсем тунă. Унăн ĕçĕсем Германире, Польшăра, Чехословакинче тата ытти чылай çĕр-шывсенче те пичетленнĕ.
Всеволод Владимирович - çамрăк тĕпчевçĕ. Апла пулин те хими наукине малалла аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăвать. Вăл халĕ хими наукисен доктор диссертацине хỹтĕлеме хатĕрленет. Всеволод мăшăрĕ - Наталия Петровна та Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, студентсене медицина наукине вĕрентет. Вĕсем икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ, патшалăха юрăхлă, кирлĕ çынсем тума тăрăшаççĕ.
Çапла пурăнать тата ĕçлет Аслă Шăхаль ялĕнчи Андреевсен сумлă çемйи.