"Хыпар" хаçата халалланă чупу
о Сывă пурнăç йĕркишĕн
"Хыпар" хаçата халалланă чупу
Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ тухма пуçланăранпа 100 çул çитнине халалласа "Хусан - Шупашкар" маршрутпа йĕлтерçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм. Февралĕн 2-мĕшĕнче Хусанта 9 çын, çав шутра республикăри паллă ăсчахсем, спортсменсем хаçат никĕсленĕ Н.Никольский вил тăпри çинче пулса чечексем хутăмăр, ăна асăнса ăшă сăмахсем каларăмăр. Тутар çĕр-шывĕнче çăва çинче пулнă хыççăн "Сувар" чăваш хаçачĕн редакцинче пултăмăр, пурте чăваш чĕлхипе калаçрăмăр. Кăнтăрла тĕлĕнче тутарсемпе чăвашсен чиккинчен йĕлтĕрсем çине тăрса старта тухрăмăр. Тĕрлемес ялĕнчи шкулта, каçпа Куславкка хулинчи 3-мĕш вăтам шкулта тĕл пулусем ирттертĕмĕр. Лицейра çĕр каçнă хыççăн çула май Н.М.Лобачевский музейĕнче пултăмăр, кăнтăрла тĕлне Çĕрпỹ районне çитсе Опытлă поселокри шкулта "Хыпар" хаçатăн пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрăмăр. Каçхине 17 сехетре Шупашкара çитрĕмĕр, Чăваш патшалăх университетĕнче митинг пулса иртрĕ, унта çỹлти шайри ертỹçĕсем нумаййăн хутшăнчĕç.
Çывăх вăхăтра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2006" акцие, Иванов спорт мастерĕсене асăнса Энĕшпуç ялĕнче тата Вăрмар поселокĕнче "Хĕрлĕ ялав" хаçат парнисемшĕн ăмăртусем пулмалла, пурне те хутшăнма чĕнетĕп.