Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăх - предприяти чысĕ

о Конкурс

Пахалăх - предприяти чысĕ

Райпо системинче вăй хуракансем алă усса лармаççĕ, вĕсен ĕçĕ курăмлă та нумай енлĕ: ваккăн тата курттăмăн тавар сутасси, общество апатланăвĕ, хатĕрлев, ял хуçалăх, аптека ĕçĕсем, йăла пулăшăвĕ тата ытти те.

"Ку е вăл ĕçе пурнăçланă чухне малти вырăнта пахалăха тĕпе хуратпăр. Райпо системине кĕрекен "Нива", "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăсем, обществăлла апатлану предприятийĕ пурте вĕсем çакна шута илсе ĕçлеççĕ", - тет райпо совечĕн председателĕ К.Никитин.

Ахальтен мар ĕнтĕ нумаях пулмасть республика шайĕнче "Çулталăкри чи лайăх çăкăрпа булка изделийĕ" конкурс та "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăра иртрĕ. Чăвашпотребсоюз системине кĕрекен çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçерекен 15 кооперативлă предприяти хутшăнчĕ унта.

Çĕрпỹ, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шупашкар, Муркаш районĕнчи Сĕнтĕр, Вăрмар райповĕсен çăкăр завочĕсен тата ытти предприятисен çăкăр пĕçерекенĕсем хăйсен продукцине конкурса тăратнă.

Чаплă уява райпо совечĕн председателĕ К.Никитин уçрĕ. Вăл чи малтанах хăнасене Вăрмар çĕрĕ çине килсе курнă ятпа саламларĕ, кĕскен район историйĕпе, унăн аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Паянхи куна илес пулсан райпо тупăшлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Иртнĕ çул 18 миллион та 531 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ăна вара вырăнти лавккасенче кăна мар, ытти республика-облаçре те кăмăлласа туянаççĕ. Ку чи малтанах технологие çирĕп пăхăнса ĕçленипе çыхăннă.

Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Н.Наумова çăкăрпа булка изделийĕсене пĕçерекен предприятисем чи малтанах пахалăха шута илсе ĕçлемелли, çăкăр формипе çеç илемлĕ кăна мар, тутлăхлă та пулмалли, тавар ассортиментне пуянлатса пымалли çинчен каларĕ.

Унтан Чăвашпотребсоюзăн производство енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Аркадьев сăмах илчĕ. Вăл çăкăр пĕçерекен предприятисен оборудовани кивелсе пыни, çавна май хальхи технологипе ĕçлемешкĕн çĕнĕ оборудовани туянмалли, çăкăр пахалăхĕ çĕнĕ технологипе ĕçленинчен килни çинче чарăнса тăчĕ. Акă Чăвашпотребсоюз 2005 çулта çĕнĕ оборудовани туянма 10 миллион тенкĕ хывнă. Çĕрпỹри çăкăр завочĕ те çакăн пек кăмакапа ĕçлет, пахалăхлă çăкăр кăларать. Çавна май ытти предприятисен те пĕчĕккĕн çĕнĕ технологи çине куçмаллине палăртрĕ Юрий Алексеевич. Унтан жюри членĕсем: райпо совечĕн председателĕ К.Никитин, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Н.Наумова, Чăвашпотребсоюзăн производство енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Аркадьев, райпо правленийĕн председателĕ Л.Шашкина Чăвашпотребсоюз системинчи çăкăрпа булка пĕçерекен предприятисен продукцийĕсемпе паллашрĕç, кашнинех тутанса пăхрĕç.

Çакна та палăртма кăмăллă: Чăвашпотребсоюз Çĕрпỹ райповĕнче ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх кондитер изделийĕ" конкурсра "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăра кăларакан "Овсяные" ятлă печени иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

З. ПАВЛОВА.



11 февраля 2006
00:00
Поделиться