Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çỹлти Кинчер каччине халалласа

о Асран тухмасть Афганистан

Çỹлти Кинчер каччине халалласа

Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта кунтан вĕренсе тухнă, интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афганистанра пуçне хунă Рудольф Петрова асăнса йăлана кĕнĕ йĕлтĕрçĕсем районти ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта пурĕ 100 çынна яхăн хутшăннă.

Афганистан вăрçинче пуçне хунă Р.Петров кун-çулĕпе шкулти А.Ананьев учитель паллаштарнă.

Ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ -вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов, "Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕ" республикăри организацийĕн председателĕ И.Кашаев, воин-афганецсен районти совечĕн председателĕ В.Ильин, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спортăн тĕп специалисчĕ А.Краснов, спорт ветеранĕ Н.Михайлов, шкул директорĕ М.Крылова саламланă, ăнăçусем суннă.

Часах ăмăртусем пуçланнă. Кашни дистанцирех çивĕч иртнĕ вĕсем.

Акă старта хĕр ачасем тухнă. Вĕсем 1 километр чупнă. Призлă пур вырăнсене те Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче вĕренекенсем: Т.Шуйская, А.Арманова, Н.Алексеева çĕнсе илнĕ.

2 километрлă дистанцире хĕр ачасенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене - Л.Дмитриевапа Л.Никифорова (Чупай), виççĕмĕшне А.Шуйская (Çĕнĕ Кинчер) йышăннă.

Çак дистанцире арçын ачасенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене С.Ивановпа А.Алексеев (Энĕшпуç), виççĕмĕшне В.Кашаев (Çĕнĕ Кинчер) тухнă.

1988 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 3 километра чупса ăмăртнă. Малти виçĕ вырăна Энĕшпуçĕнчи Т.Иванова, А.Федорова, С.Иванова çĕнсе илнĕ.

1992-1993 çулсенчи арçын ачасем те 3 километра тупăшнă. Ку хутĕнче те çĕнтерỹçĕсем Энĕшпуçсемех - Д.Григорьев, П.Кириллов, И.Ильин пулнă.

1988-1989 çулсенче çуралнă арçын ачасем 5 километра чупнă. Çивĕч кĕрешỹре пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Михайловпа И.Ильин (Лапсар), иккĕмĕшне Н.Данилов (Кĕлкеш) тивĕçнĕ.

1990-1991 çулта çуралнисенчен 5 километрлă дистанцире П.Армановпа А.Голубев (Лапсар), М.Алексеев (Энĕшпуç) çĕнтернĕ.

Аслă çулсенчи спортсменсем хушшинче ăмăртусем уйрăмах çивĕч иртнĕ.

30-39 çулхи арçынсенчен виçĕ километрлă дистанцире О.Мефодьев (Тикаш) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Хĕр арăмсенчен вара малти вырăнсене Çĕнĕ Кинчер шкулĕнчи Е.Алацкова, Е.Арманова, А.Шуйская çĕнсе илнĕ.

40-49 çулхи арçынсем 3 километра тупăшнă. Малти призлă вырăнсене В.Федоров (Вăрмар поселокĕ), Н.Павлов (Чулкас), В.Данилов (Кĕлкеш) пайланă.

Хĕрарăмсем 1 километра тупăшнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Р.Ивановапа Т.Данилова (Çĕнĕ Кинчер) тухнă.

3 километрлă дистанцире 50-59 çулхи арçынсенчен Н.Андреевпа В.Васильев (Вăрмар поселокĕ) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

60-69 çулхи арçынсенчен Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) - пĕрремĕш, В.Арланов (Çĕнĕ Кинчер) - иккĕмĕш, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ăмăртура мала тухнисене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

И.Кашаев ăмăртăва хатĕрленсе ирттерме спонсор пулса пулăшнăшăн Владимир Арманова тав тунă, хаклă парне панă.

Çак ăмăрту пирки райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спортăн тĕп специалисчĕ А.Краснов акă мĕн каласа пачĕ:

"Рудольф Петров афганеца халалласа йĕркеленĕ ăмăрту ăна тĕплĕн, çỹлти шайра хатĕрленсе ирттернипе палăрса юлчĕ. Кашни спортсмен хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Владимир Арманов спонсор ăмăртăвăн чылай çĕнтерỹçисене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ". Çак ăмăртусем нумайăшĕн асĕнче юлĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



15 февраля 2006
00:00
Поделиться