Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлени сая ан кайтăр

о Президент программине - пурнăçа

Ĕçлени сая ан кайтăр

Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфраструктурине аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн 2004 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа "Чăваш Республикин халăхне 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ.

Программăн тĕп тĕллевĕ - республика, район халăхне ĕçмелли пахалăхлă шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, районти социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси.

Ку енĕпе "Строитель" муниципаллă унитарлă предприяти ялсене паха шыв кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул Пысăк Енккассинче шыв кĕртессипе 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, 2 километр та 100 метр шыв пăрăхĕ туртнă, шыв колонки - 10, пушар машинисем шыв илме пултаракан 9 гидрант туса лартнă. Кăçал та пысăк ĕçсем тума палăртнă. Шыв кĕртме республика бюджетĕнчен 6 миллион, район бюджетĕнчен 150 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе Пысăк Енккассинчи Николаев, Осипов, Академическая, Молодежная урамсене шыв пăрăхĕ туртмалла.

Хальхи вăхăтра шыв башни тавра тытма тимĕр карта хатĕрлеççĕ. Н.Нилов, С.Иванов, А.Козярев рабочисем сивĕ çанталăка пăхмасăрах çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Картасене çăва тухсан тытма палăртнă. Ку енĕпе санитари требованийĕсене çирĕп пурнăçламалла, мĕншĕн тесен çав территорире нимĕнле техника, выльăх-чĕрлĕх те çỹремелле мар.

"Шыв пăрăхĕсене урамсене туртнипе пĕрлех уйрăм кил хуçалăхĕсене те шыв кĕртме планлатпăр. Проектсене те "Строитель" муниципаллă унитарлă предприяти хăйех хатĕрлет. Çут çанталăк газĕ кĕртнисем патне шыв илсе çитерме çăмăлтарах. Чылайăшĕ хушма çурт хăпартнă, унта шыв кĕртме меллĕ", - тет Валерий Петрович. Паянхи куна илес пулсан, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - шыв колонкисене пăхса тăрасси. Хĕллехи сивĕ çанталăкра (30 - 35 градус сивĕре) вĕсем шăнса ларас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та колонкăсене тĕрĕслесе тăмалла. Анчах та хальхи вăхăтра ку ыйтупа ĕçлекен çук. Акă, Пысăк Енккассинче те çакăн пек лару-тăру: 10 колонкăран 5-шĕ кăна ĕçлеççĕ.

"Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче урамсене шыв кĕртнĕ. Эпир шыв колонкисене Çĕнĕ çулччен хамăрах пăхса, тĕрĕслесе тăтăмăр. Ку енĕпе вара уйрăм организаци ĕçлемелле. Шел те, кун пекки хальлĕхе районта çук. Ял тăрăхĕн пуçлăхне те кирлĕ мар, районти хăш-пĕр яваплă руководительсем те шутламаççĕ", - тет В.Лебедев пуçлăх.

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" республика программинче кашни яла шыв çитермеллине палăртнă. Çитес çул Арапуç, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар çыннисем çак ырлăхпа усă курĕç. Çавăнпа та çак программăна пурнăçланă май хăш-пĕр татса паман ыйтусем çине тивĕçлĕ хурав тупасса шанас килет.

З. ПАВЛОВА.



15 февраля 2006
00:00
Поделиться