Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăй тытăмлăх вăй илсе пырать

о Вырăнти влаç

Хăй тытăмлăх вăй илсе пырать

Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче 2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вырăнти влаçăн çĕнĕ тытăмне йĕркелерĕç. Ку çĕнĕлĕхе вырăнти ыйтусене харпăр хăй тăрăхĕнчех татса памалла пултăр тесе тунă. Кĕскен каласан, вырăнти влаçăн халăха çывăхрах пулмалла. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 15 ял тата 1 хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çĕнĕ тытăма регистрацилес, нормативлă, право докуменчĕсем хатĕрлес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ, тĕрлĕрен организацисемпе, предприятисемпе хăй тытăмлăх йĕркеллĕ ĕçлесе кайтăр тесе килĕшỹсем тăваççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе Указ кăларчĕ.

Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Н. Федоров Президент кăçал 4 наци проекчĕсемпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртать. Вĕсем - вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тата ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсем. Район хаçатĕнче кашни наци проекчĕ пирки отрасльти яваплă çынсем ăнлантарса параççĕ. Çавăнпа та эпĕ ытларах вырăнти ял тата хула тăрăхĕсен ĕçĕсем пирки чарăнса тăрасшăн. Ял тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçĕ çав тери нумай енлĕ. Мĕнле кăна ыйтупа килмеççĕ пулĕ администрацине граждансем. Хальхи вăхăтра ял тата хула пуçлăхĕсене уйрăмах йывăр, хăй тытăмлăхăн çĕнĕлĕхĕнче вăхăтра тата тивĕçлипе татса памалли ыйтусем çителĕклех. Çавăнпа та вырăнти пуçлăхсен пур енчен те пуçаруллă пулмалла, пĕлменнине вĕренмелле. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енри пур тăрăхсен администрацийĕсене те çĕнĕ йышши компьютерсемпе тата вĕсене Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерме йышăнчĕ. Пирĕн районти тăрăхсен пуçлăхĕсем компьютер вырнаçтарма ятарласа пỹлĕмсем йĕркелерĕç, графикпе килĕшỹллĕн нарсăн 15-мĕшĕччен компьютерсене илсе килсе вырнаçтарса ĕçлеме пуçламалла пулнă.

Пирĕн район - яллă район, çавăнпа та вырăнти влаç тивĕçĕ - хресченсене тĕрев парасси, вĕсене рынок условийĕсене хăнăхма пулăшасси. Чăваш Ен Президенчĕ ял хуçалăх енĕпе палăртнă наци проектĕнче влаçăн пĕрлешỹсемпе фермерсен хуçалăхĕсене çеç мар, уйрăм çынсене те ял хуçалăх продукцине туянассине йĕркелесе, çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшмалли çинчен калать. Хальхи вăхăтра нумай ял çынни ĕçсĕр пулнине шута илсен - ялсенче хушма ĕç вырăнĕсем пулни яла çĕклеме пулăшĕ. Çавăнпа та вырăнти тăрăхсен пуçлăхĕсен халăх хушшинче çине тăрсах ăнлантару тата йĕркелỹ ĕçне туса пымалла. Вырăнти влаç халăха çывăхрах пултăр тесе ял тата хула тăрăхĕсенче депутатсем суйларăмăр, вĕсем çынсен терт-нушине, ĕмĕчĕсене, кулленхи ыйтусене татса панă ĕçре питĕ пысăк пулăшу памалла.

Сăмахран, Энтрияль ял тăрăхĕнче нарăсăн 2-мĕшĕнче ирттернĕ информаци кунĕнче Шăплат ялĕнче граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç. Хăйсен чунне ыраттараканни çакă пулчĕ - çын чирлесен васкавлă пулăшу уйрăмне шăнкăравласа пулăшу ыйтнă, анчах та васкавлă пулăшу машини ялти медработник шăнкăравласа йыхравламан тесе пыман. Сăлтавĕ - суя йыхрав пулма пултарасси пирки тесе ăнлантарнă. Енчен те, çав вăхăтра çын уйрăмах йывăр чирлĕ пулсан, территоринче медработнике тупаймасан вара? Ку ĕçре те ялти депутатсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем ыйтăва хăвăрт татса пама пултарĕç, халĕ нумайăшĕн карас (сотовый) телефонсем пур, çыхăнăва та нумай ялсенчен тухма май пур. Сăмах май, 2005 çулта район больницинче васкавлă пулăшăва миçе хутчен суйса чĕнсе илнипе интереслентĕмĕр те-пурĕ те 3 тĕслĕх кăна пулнă, çавăнпа та ку енĕпе ман шутпа тỹрĕ вырăнтах тумхах шырамалла та мар.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕсем нумай терĕмĕр, вĕсем час-часах ĕç тивĕçĕсене пурнăçласа район центрне, республикăри тĕрлĕ организацисене, Шупашкара кайма тивет. Хăш чухне вара çапларах та килсе тухать. Ял пуçлăхĕ район центрне ĕçпе килнĕ, ун хыççăнах специалисчĕ те килсе çитет. Çапла вара ял администрацийĕ кунĕпе тенĕ пекех хупă тăрать, граждансем вара питĕ кирлĕ пĕчĕк справка илес тесе вĕсене шыраса район администрацине килнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Малашне ку йăлана пĕтермелле, вырăнти администрацисен хăйсен ĕç планĕсене тунă чухне çавна шута илмелле, район администрацийĕ те пуçлăхсемпе специалистсене канашлусене, ĕçлĕ хутсемпе чĕннĕ чухне ял тăрăхĕн администрацинче яланах яваплă çын пултăр тесе тăрăшмалла. Администраци пуçлăхĕн ĕç графикне нормăпа палăртман пулсан, (вĕсен хальхи тапхăрта, çанталăк сивĕ тăнă вăхăтра, тĕрĕссипе, канмалли кунсем те çук), администрацинче специалистсен ĕçĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен. Анчах та хăш-пĕр ял тăрăхĕнче специалистсем ĕçе ирхине 9 сехет тĕлне çеç çитнĕ тĕслĕхсем те пур, çапла вара унта ĕçпе, тĕрлĕрен справка-документ илме килнĕ çын вăхăта усăсăр çухатать тата ял тăрăхĕн ĕçĕ пирки граждансен начартарах шухăш-кăмăл çуралма пултарать. Çавăнпа та ĕç дисциплинине пурин те çирĕп пăхăнмалла. Паллă ĕнтĕ, хĕллехи сивĕ çанталăк условийĕсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнта пурнăçламалли ĕçсем нумай. Çулĕсене тасатмалла, халăха тата учрежденисене çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе, шывпа, электроэнергипе тивĕçтерессине йĕркелемелле, право йĕрки, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе вырăнти депутатсене, актива явăçтарса ăнлантару ĕçне туса пымалла. Вырăнти влаçăн ялсен тата унта пурăнакан граждансен ăс-хакăлне, тăнăçлăхне, экономикине, сăн-сăпатне лайăхлатма тăрăшмалла. Кĕскен каласан, ялта йĕрке пулсан - районта, районта йĕрке пулсан республикăра та йĕркеллĕ пулĕ.

В. НАРСОВ,
район администрацийĕн
ял тата хула тăрăхĕсемпе
ĕçлекен тĕп специалисчĕ.



15 февраля 2006
00:00
Поделиться