Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Обращение администрации Урмарского района в рамках Дня памяти воинов-интернационалистов в России

Афганистан вăрçин хаклă та хисеплĕ ветеранĕсем, тĕрлĕ вăрçăсен тата хирĕçусен участникĕсем!

Вăрмар район администрацийĕнчен Раççейри интернационалист-салтаксене асăнмалли кун ячĕпе чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсене йышăнсамăр.

Кăçалхи çул çак дата совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 17 çул çитнипе паллă.

Чылай çулсем иртнĕ хыççăн, халĕ эпир совет Салтакĕн паттăрлăхне татах та вăйлăрах туятпăр, интернационалла тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ мĕн пур янташсем умĕнче пуç таятпăр.

Тĕрлĕ вăрçăсен, хирĕçусен ветеранĕсен речĕсем çĕнĕ ăру ветеранĕсемпе - Çурçĕр Кавказри вăрçă витĕр тухнисемпе, Раççейĕн чиккисене сыхласа хăварассишĕн кĕрешнĕ çынсен ячĕсемпе, пĕтĕм тĕнчери терроризма хирĕç кĕрешессипе малти чикĕсенче тăракан салтаксемпе пысăкланса пычĕç.

Шел пулин те, янташсенчен нумайăшĕ çапăçу хирĕсенчен сывă таврăнаймарĕ, сусăрланса килнисем чылай пулчĕç. Çавна май Вăрмар район администрацийĕ вĕсен ячĕсене асра тытассипе, янташсен çемйисене, вăрçă инваличĕсене пулăшу парса пырассипе çыхăннă ĕçсене йĕркелессине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать.

Мĕнех, пурнăçра темĕн те пулать, пирĕн чĕррисен малалла пурăнмалла.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! Сире пурне те малашлăхра хĕвел пек çутă кун-çул, ырă кăмăл, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнманнисене, вăрçă хирĕсенче пуç хунисене пурне те ятран асăнатпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр чыс, тав, мухтав вĕсене. Вăрçă хирĕсенче хăйсен чи çывăх та юратнă çыннине çухатнă янташсем умĕнче пуç таятпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ -
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ              В.Н. Кириллов



15 февраля 2006
00:00
Поделиться
;