Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Палăка çапла лартрăмăр

о Асран тухмасть Афганистан

Палăка çапла лартрăмăр

1990 çулта мана ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн I-мĕш секретарьне суйларĕç. Çавăн чухне интернационалист-воинсене асăнса палăк лартас ыйту çуралчĕ. Малтан ăна кирпĕчрен купаласа лартма шутланăччĕ, анчах ку пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Çавăнпа та чул куписем çине пĕр-пĕр çар техники лартма йышăнтăмăр. Кунта вара тепĕр ыйту тухса тăчĕ - ăçтан укçа, çар машини тупмалла?

Республикăн ВЛКСМ обкомĕнче мана техникăпа тивĕçтерме шантарчĕç. Укçа-тенке вара районти çамрăксемпе субботниксем ирттерсе пухрăмăр.

1990 çулхи сентябрьте ВЛКСМ обкомĕ çар техники илсе килни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир ун чухнехи КПСС райкомĕн I-мĕш секретарĕпе В.Петровпа Шупашкара кайса БМД-1 (десант çар машини) илсе килтĕмĕр.

Пĕр ĕç пулчĕ. Малалла проект тутармалла. Куна тума татах та йывăртарах пулчĕ. Çак ыйтупа Вăрмар райĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕ пулнă Ю.Соколов патне тухрăм. Юрий Васильевич яланах пулăшма хатĕрскер, (БМД-1 илсе килнĕ, кайран палăка тунă чухне те пысăк пулăшу кỹчĕ) ку хутĕнче те хирĕçлемерĕ. "Россия" совхоз директорĕпе Н.Петровпа (вăл ун чухне Чăваш Республикин Аслă Совечĕн депутачĕччĕ) пĕрле виççĕн "СУОР" организацийĕн тĕп инженерĕ Н.Андрыбаев патне кайрăмăр. Кĕске хушăрах проекта туса пачĕç. Палăка Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăкпа юнашарах вырнаçтарни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп - вăл ăрусен çыхăнăвне кăтартса парать. Вырнаçтарас ĕçе пĕр иккĕленмесĕр "Саланг" пĕчĕк предприятие шанса патăмăр. Ку ахальтен мар, унăн ертỹçи В.Гаврилов хăй те Афганистанра пулнă, çавăнпа ĕç кал-кал кайрĕ. Çак ĕçе районти ытти предприятисем - ун чухнехи ДОСААФ, МСО, СХТ, "Сельхозхими" тата ыттисем те - активлă хутшăнчĕç. О.Риманов ертсе пыракан районти интернационалист-воинсен совечĕ те пысăк пулăшу пачĕ.

Мрамор плита çинчи "Как трудно умереть, чтобы остаться, остаться в наших душах навсегда" сăмахсене В.Гавриловпа пĕрле суйласа илтĕмĕр. Палăка чаплă лару-тăрура 1991 çулхи майăн 9-мĕшĕнче уçрăмăр. Кăçал унтанпа 15 çул çитет.

Ю. ЕФИМОВ,
райадминистрацин
гражданла оборона тата
чрезвычайлă лару-тăру енĕпе
ĕçлекен сектор заведующийĕ.



15 февраля 2006
00:00
Поделиться