Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хушать

о Район администрацийĕнче

Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хушать

Район администрацийĕнче культура ĕçченĕсемпе "Культура учрежденийĕсен 2005 çулхи ĕç итогĕсем тата 2006 çулта пурнăçламалли малашлăх задачăсем" темăпа иртнĕ семинарта 4 ыйту пăхса тухнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов уçнă. Вăл 2006 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен 131 номерлĕ Федераллă саккун вăя кĕни, çавна май район администрацийĕн хăй тытăмлăх йышне йĕркеленĕ чух улшăнусем кĕртни, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе, "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указĕпе тĕллевлĕ ĕçлемеллине, "Вĕрентỹ", "Пурăнмалли çурт-йĕр", "Сывлăх сыхлавĕ", "АПК аталанăвĕ" нацин проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пĕтĕмпех пирĕн опыт шайĕнчен килнине палăртрĕ. "Ял тăрăхĕнче вăй хуракан культура ĕçченĕн чи малтанах пысăк тавракурăмлă, культурăллă çын пулмалла. Вăл - ял сăн-сăпачĕ. Çак миссине вара культура ĕçченĕн çỹллĕ шайра тытса пымалла. Ял, поселок аталанăвĕшĕн малашне те пĕрле тачă çыхăнура ĕçлессе шанатăп", - терĕ Вячеслав Николаевич хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Семинара малалла райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова ертсе пычĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене туса пыракан - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхне Ю.Соколова сăмах пачĕ.

Юрий Васильевич РФ Президенчĕ палăртнă тăватă наци проекчĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл кăçалхи "Советская Чувашия" хаçатăн 19-мĕш номерĕнче "Вместе сможем решать все задачи" статья пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

"Ман шутпа культура пиллĕкмĕш наци проекчĕ пулмаллах. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Культура ăнлав анлă - калаçу тата тыткаларăш культури, пирĕн бизнес кăларакан тавар пахалăхĕн культури, йăла культури тата апат çинĕ чухнехи культура, сывлăх сыхлавĕн тата тăван тавралăх культури, политика культури тата шухăшлав культури, унран уйрăм çыннăн пурнăçĕнче пурте килет", - тесе палăртнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула - Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна вара пиллĕкмĕш приортетлă программа тесе йышăнма пулать. Çакă вара пирĕн Президентăмăр мал курăмлă пулнине, Чăваш Ен халăхĕ пысăк культурăллă пулма ăнтăлнине пĕлтерет", - терĕ Ю.Соколов. Унпа пĕрлех Юрий Васильевич наци проекчĕсене районта еплерех пурнăçа кĕртнине, вĕрентỹ системинче çĕнĕлле ĕçлемеллине палăртрĕ. Шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерессипе тăрăшмаллине, кашни 10 ачана 1 компьютер пулмаллине (халĕ 27 ачана 1 компьютер çеç тивет), 2010 çул тĕлне кашни ача компьютерпа ĕçлеме пултармалли, Интернетпа усă курма пĕлмелли, талантлă вĕренекенсемпе ытларах ĕçлемелли, çĕнĕ меслетпе ĕçлекен шкулсем уçмалли çинчен каларĕ.

Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова хăйĕн ĕçлĕ калаçăвĕнче сывлăх сыхлавĕ çинчен, культура чи малтанах çын интересĕсене хỹтĕлемеллине, уншăн ĕçлемеллине ăнлантарчĕ. Çавăн пекех паянхи культура сферинче вăй хуракансен умри задачăсене анлă курмаллине, тивĕçлĕ шайра пурнăçламаллине каласа хăварчĕ.

Бибколлектор енĕпе ертсе пыракан специалист Т.Викторова 2005 çулхи райадминистрацин культура пайĕн ĕç итогĕсемпе, райадминистрацин культура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Ю.Максимов культура учрежденийĕсенче 2006 çулта пурнăçламалли мероприятисен планĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех ытти культура, библиотека ĕçченĕсем тухса калаçрĕç.

З. ПАВЛОВА.



15 февраля 2006
00:00
Поделиться