Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăнăçу никĕсĕ

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Ăнăçу никĕсĕ

Вăхăтăн çивĕч тапхăрĕсем пире тăрăшуллă та килĕшỹллĕ ĕçлеме хистеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле", - тенĕ. Ку вара пире нумай тăрăшма хистет. Ман шутпа чи малтанах çамрăксене аталанма пулăшакан политикăна тытса пымалла. Ку енĕпе те ЧР Президенчĕ лайăх çул-йĕрпе пырать тесе калас килет. Пултаруллă та тăрăшуллисене, обществăра пуçаруллисене Президентăн стипендисене параççĕ. Пирĕн районта кун пеккисем - 8. Чăнахах та çамрăксене çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллă ĕçлеме хăнăхтармалла. Ку ĕçсене халăх хушшинче сармасан преступлени тăвассине чакарма çав тери йывăр пулĕ. Юлашки çулсенче çамрăксем преступлени çулĕ çине тăнине самана тапхăрĕпе çыхăнтарма тăрăшакансем те тĕл пулаççĕ. Чылай чухне чухăнлăх çине йăвантараççĕ. Ку пачах та тĕрĕс мар. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи ĕçченсен ĕçри чи пĕрремĕш тивĕçĕ экономикăна криминалтан тасатасси, йĕркеленнĕ преступноçа, наркотик хатĕрĕсене сарассине, çапкаланса çỹрекенсене чакарасси. Преступленисем тăвассин хисепне чакарас шутпа тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Кашни çулах наркотиксене хирĕçле акцисем, "Шырав", "Подвал", "Подросток", "Грабитель" тата ытти операцисем пулаççĕ. Эрех ĕçнине тĕрĕслессине тата ăна вăрттăн юхтарса сутассине тупса палăртассипе те сахал мар тăрăшатпăр. Япăх пурăнакан çемьесенчи ачасене пулăшмалли ыйтусене татса парас ĕçе те хутшăнатпăр. Апла пулин те тĕрлĕ преступлени тăвакансем тупăнсах тăраççĕ. Çавăнпа та пирĕн ытларах çыннăн ăс-хакăлне, шухăш-кăмăлне улăштарассипе вăй хумалла, саккунсене хисеплеме вĕрентмелле. Çакă кăна общественноçшăн канлĕх тата ăнăçу никĕсĕ пулĕ. Ахальтен мар ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çакăн пек палăртни те пур: "...поселенисен шайĕнче тирпей-илем кĕртес тата санитарипе эпидемиологи, экологи нормисене пăхăнса пурăнас енĕпе, килте эрех юхтарнипе тата эрех-сăрапа иртĕхнипе, апла пулсан, çынсен сывлăхне сиенлетнипе тата килте преступлени тунипе кĕрешес енĕпе депутатсен ялан ĕçлекен комиссийĕсене туса хумалли хушма вăй. Çакăн пек комиссисем участоксенчи уполномоченнăйсемпе, районсен администрацийĕсен, налук, çут çанталăка сыхлакан тата ытти надзор службисен представителĕсемпе пĕрле ĕçлемелле". Эпĕ вара çакна ырлатăп кăна.

И. КОНСТАНТИНОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.


18 февраля 2006
00:00
Поделиться