Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Калаçу - наци проекчĕсем тавра

о Район администрацийĕн информаци пайĕ

Калаçу - наци проекчĕсем тавра

Юнкун районта ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин, Раççей çут çанталăк надзорĕн Чăваш Енри Управленийĕн Министерство кунĕ иртнĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва министр заместителĕ Е.Юшин, ЧР Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен Управленийĕн организаци пайĕн начальникĕ А.Краснов тата министерствăн ытти ĕçченĕсем килсе çитнĕ.

Чи малтанах официаллă çынсем район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулнă. Унтан ĕçлĕ ушкăнсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тасатакан сооружение, Пысăк Енккасси ял тăрăхне çитсе курнă, ялти шкулта пулса вĕрентекенсемпе тĕл пулнă. Арапуç, Мăнçырма, Кĕтеснер, Шăхаль, Тикаш, Кивĕ Вăрмар, Кавал ялĕсен тăрăхĕсенче пулса, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса вырăнти хăй тытăмлăх реформи ĕçе мĕнле кĕрсе пынипе интересленнĕ, саккуна пурнăçа кĕртессипе чылай ыйтусем çине хуравсем панă. Çавăн пекех министерство ĕçченĕсем райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи, строительство енĕпе ĕçлекен пайсен специалисчĕсемпе вĕрентỹ ирттернĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Е.Юшин тата А.Краснов ертсе пыракан ушкăнсем министерствăн ĕçĕ-хĕлĕпе, республикăн тĕрлĕ экологи программисемпе паллаштарнă, Чăваш Енре пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси, ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси, Раççейпе пĕтĕм Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ "Сывлăх сыхлавĕ", "Вĕрентỹ", "Раççей гражданĕсене тивĕçлĕ тата хăтлă çурт-йĕр", "Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕсем çинче чарăнса тăнă.

Граждансене те харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе йышăннă.

О. АЛЕКСЕЕВА.



18 февраля 2006
00:00
Поделиться