Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Отчет-смотрсем пуçланĕç

о Культура

Отчет-смотрсем пуçланĕç

Халăх пултарулăх творчествине аталантарас, вĕсен хушшинче маттур та талантлă çынсене тупса палăртас, культура шайне ỹстерес тĕллевпе, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указа пурнăçа кĕртсе 2006 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа районти ял, хула тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен художествăлла пултарулăх коллективĕсен отчет-смотрĕсем ирттерме палăртнă.

Творчествăлла отчет-смотрсене кашни çул ирттересси йăлана кĕнĕ те ĕнтĕ. Унăн тĕп задачисем вара: халăх канăвне пур енлĕн тивĕçтересси, пултарулăхне анлăлатасси, художествăлла пултарулăх коллективĕн репертуарне пуянлатасси, талантсене тупса палăртасси. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн оргкомитет йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн ĕçĕсене туса пыракан - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов, заместителĕ - райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова, членĕсем: социаллă аталану пайĕн культура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Ю.Максимов, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев, районти тĕп библиотекăн методика кабинечĕн заведующийĕ Т.Федорова, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн директорĕ Г.Димитриева.

Жюри членĕсем конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне концерт программин художествăлла шайне, халăхăн активлă хутшăнăвне, сценăри культура ăсталăхне, концерт программине вырăнти авторсен юррисене кĕртнине, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен юрланă юррисене шута илĕç. Çак уйăхра вара Арапуçĕнчи, Кĕтеснерти, Шăхальти, Тикашри культура çурчĕсен çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртĕç.

Г. ПЕТРОВА,
райадминистрацин социаллă
 аталану пайĕн пуçлăхĕ.


18 февраля 2006
00:00
Поделиться