Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурте халăхшăн

о Район администрацийĕнче

Пурте халăхшăн

Кашни çын çĕр çинче харпăр-хăй ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе ĕмĕтленсе пурăнать. Пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесен хăтлă çурт-йĕр кирлĕ, çул-йĕрсене йĕркеллĕ тытса тăмалла, çĕрпе тухăçлă усă курмалла, хăрушлăхран, инкек-синкекрен сыхă тăмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, культурăллă канма, çынна хавхалантарма пĕлмелле. Çак ыйтусене пурнăçласси харпăр-хăйĕнчен килет, хăйсенчен килменнисене общественноçăн татса памалла. Вĕсем вара чи малтанах халăх шанса суйланă поселок, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен пуçланаççĕ. Апла пулсан вĕсен граждансем çĕклекен ыйтусене районти яваплă çынсем патне çитермелле.

Çакна шута илсех пулĕ иртнĕ кунсенче райадминистрацинче поселок, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртрĕ, унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕн ĕçĕсене туса пыраканĕсем, пай начальникĕсемпе федераллă службăсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах район пуçлăхĕ В.Кириллов канашлăва уçса çанталăк условийĕсене пула районта хăрушлăхран сыхланас енĕпе профилактикăлла ĕçсене вăйлатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Май килнĕ таран "кăвак çулăмпа" тата ытти çунтармалли материалсемпе перекетлĕ усă курмалли пирки каларĕ.

Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисемсĕр пуçне уйрăм çынсем те халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Апла пулсан вĕсен килĕшỹ туса ĕçлемелле. Район прокурорĕн помощникĕ Г.Демьянов ĕç паракансемпе ĕçлеме килĕшекен саккуна пăхăнса еплерех килĕшỹ тумалли пирки тухса калаçрĕ.

Район халăхĕ умне тĕрлĕ инкек-синкек е чрезвычайлă лару-тăру килсе тухсан яланах пулăшма хатĕр службăсем пур. Пĕри - район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕ тата районти пушар хуралĕ. Вĕсен начальникĕсем Ю.Ефимовпа В.Хованский 2005 çулта район халăхне еплерех пулăшу панипе тата çитес çулхи ĕç планĕсемпе паллаштарчĕç. Инкек-синкекре харпăр-хăйне тытма пĕлмелли, вырăнта пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли пирки чарăнса тăчĕç.

Хĕллехи вăхăтра çул-йĕрсене тытса тăрасси тата çăмăллатнă йĕркепе усă куракан категорири граждансене çул-çỹревре автобуссемпе турттарасси пирки райадминистрацин промышленность, строительство, коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспорт тата çыхăну пайĕн начальникĕ Н.Яковлев, ку ыйтупах Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн директорĕ В.Васильев тухса калаçрĕç. Çавăн пекех Н.Яковлев пурăнмалли хваттерсемпе халăха тивĕçтерессин йĕркипе те паллаштарчĕ.

Район территорийĕнчи çĕрпе тухăçлă усă курмалли, усă курнăшăн налук тỹлемелли тата ытти ыйтусемпе райадминистрацин экономикăпа муниципаллă пурлăх пайĕн специалисчĕ И.Андреева тата куçман пурлăх объекчĕсен кадастр агентствин Федераллă Управленийĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 ќ-лĕ уйрăмĕн тĕп специалисчĕ В.Кузьмин паллаштарчĕç.

Кĕçех ял хуçалăх перепиçĕ. Ку енĕпе поселок, ял тăрăхĕсенче мĕнлерех ĕçсем тумалли çинчен тата ку таранччен пурнăçланă ĕçсемпе Чăваш статистикин районти тĕп специалисчĕ Т.Петрова тухса калаçрĕ. Поселок, ял тăрăхĕсенче хăй тытăмлăх ĕçĕсем аталанса пынă май вĕсенче компьютерсемпе çыхăну тытса ĕçлемелле пулать. Çак йĕркесемпе район администрацийĕн информаци пайĕн начальникĕ А.Чернов паллаштарчĕ.

Районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков ял тăрăхĕсенче çар учетне илессине пуçламалли йĕрке çинчен тухса калаçрĕ.

Канашлура çавăн пекех районта отчет-смотрсем ирттересси тата календарлă уявсене тивĕçлипе хатĕрленсе паллă тăвасси пирки те пычĕ калаçу.

Тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç канашлура - пурте халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе. Тухса калаçакансем те, ыйтусем паракансем те йышлăн пулчĕç. Хускатнă ыйтусем пирки тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетрĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



18 февраля 2006
00:00
Поделиться