Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Революципе танах

о Санăн çыннусем, район

Революципе танах

Раççее революцисем пĕрре кăна кисретмен. Анчах пĕтĕм çĕр-шывĕпех çыхăнман, çапах çынсем пурнăçĕнче пысăк йĕр хăварнă улшăнусем татах та ытларах пулнă. Вĕсенчен пĕри вăл - Вăрмар районĕнчи колхозниксене ĕç кунĕшĕн пуçласа натурăпа (тырăпа, утă-улăмпа) мар, укçан тỹлеме тытăнни. Çакă пуçласа 46 çул каялла, февралĕн 1-мĕшĕнче "Россия" хуçалăхра пулса иртнĕ. Ăна йĕркелесе туса ирттерекенĕ асăннă хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ А.Волоснов пулнă. Кун пирки чăн-чăн революцилле утăм тесе каласан та йăнăш пулас çук. Мĕнле çуралнă-ха çак шухăш? Акă мĕн каласа парать Александр Петрович.

- Пинер ялĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр хушă колхозра ĕçлерĕм. 17 çула çитсен вĕренме кайма шутларăм. Анчах та хуçалăхран ярасшăн мар - паспорт кăна мар, справка та памаççĕ. Вара эпĕ çурални çинчен калакан свидетельствăпа Тĕрлемесе, бухгалтерсен шкулне тухса кайрăм. Документсемсĕр илмеççĕ пуль тесе шутланăччĕ те, анчах тĕнче ырă çынсемсĕр мар иккен. 1951 çулта алла бухгалтер дипломĕ илнĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи "Трактор" колхоза ĕçлеме ячĕç. Унта пĕр çулталăк тăрăшнă хыççăн кăна алла паспорт пачĕç, укçа тытса курасси пирки ĕмĕтленмен те. 1955 çулта районти МТСа инструктор-бухгалтера ĕçлеме куçарсан шалу пуçласа илтĕм. Колхозниксем чурасем мар вĕт-ха, мĕншĕн вĕсен çулталăкне 200-300 килограмм тырăпа пурăнмалла-ха? Çавăн чухне пуçласа ман пуçра çак шухăш çуралчĕ.

Александр Петрович 1959 çулта хамăр районти "Россия" колхозра тĕп бухгалтер пулса ĕçлеме тытăнать. Тĕп тĕллевсенчен пĕри унăн колхозниксене укçан тỹлесси çине куçарасси пулса тăрать. Пĕрре те çăмăл пулман çакна тума тени ним каламаннипе пĕр танах пулнă пулĕччĕ. Енчен те хуçалăх пĕр ялтан çеç тăнă пулсан, паллах, çăмăлрахчĕ. Анчах 1959 çулта "Россия" колхоз 11 яла пĕрлештерсе тăнă. Кирлĕ документсене хатĕрленисĕр пуçне кашни ялтах пухусем ирттерме, халăха ăнлантарма тивнĕ. Хатĕрленỹ тапхăрĕ 3 уйăха тăсăлнă. Районти пуçлăхсене те çакă питĕ кирлĕ утăм пулнине пĕрре кăна мар ăнлантарнă. Ун чухнехи КПСС райкомĕн I-мĕш секретарĕ Варсанофий Алексеев çак шухăшпа килĕшнĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшса пынă. Хуçалăха çулталăк хушши налук тỹлессинчен те хăтарнă. Çакă та, ял хуçалăх продукцине укçан сутни те февраль уйăхĕ тĕлне колхозниксене шалу пама укçа-тенкĕ пухма май туса панă. 1960 çулхи февралĕн пĕрремĕшĕнче "Россия" колхозăн 2500 ытла колхозникĕ пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем тунă хыççăн 30 çул иртсен, районта пуринчен малтан алла ĕç укçи илнĕ.

"Халăх питĕ савăннăччĕ, макăракан та пурччĕ", - аса илет А.Волоснов.

Çакна та каламалла - Александр Петрович ун чухне 27 çул та тултарман çамрăк пулнă. Укçан тỹлесси районта 1966 çулта пурнăçа кĕрсе пĕтнĕ. Колхозниксене укçа çине куçарни ĕç тухăçлăхĕ çинче те палăрнă, хуçалăх тĕрекленсех пынă. Çĕр улми, кăшман уйĕсене 400-шер гектара çитернĕ - ара çынсем халĕ хăйсем мĕншĕн ĕçленине ăнланса илнĕ. 1965 çулта "Россия" колхозран совхоз пулса тăрать. Ăна ертсе пыма Александр Петровича шанаççĕ. Вăл ертỹçĕ пулнă çулсенче тĕрлĕ ял хуçалăх продукци туса илесси çулран çул ỹссе пырать. Танлаштарма: 1966 çулта 3468 тонна тырă пухса кĕртнĕ пулсан, 1973 çулта (тĕрлĕ хуçалăхсем çине пайланса каяс çул умĕн) - 6562 тонна, хăмла туса илессине 21,6 тоннăран 87,4 тонна çитернĕ, сысна шучĕ 2942 пулнă пулсан, 6222 пуçа çитнĕ. Ытти енĕпе те çавах.

Производствăна çĕкленисĕр пуçне социаллă сферăра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Чулкас, Тупах, Кĕлкеш ялĕсенче хуçалăх вăйĕпе вăтам, ытти пур ялсенче те тулли мар тата пуçламăш шкулсем уçнă, клубсем, магазинсем тунă. Çакăншăн РСФСР Çутĕç Министерствин грамотине те тивĕçнĕ вăл. Александр Петровичăн пур наградине асăнса та пĕтереймĕн - Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли орденсене тивĕçнĕ. Анчах чи мухтанмалли - колхозниксене ĕç кунĕшĕн укçан тỹлеме пуçлани тесе шутлать. Çак ĕçе тума мăшăрĕ - Вера Павловна та - нумай пулăшнă (вăл та бухгалтер пулнă), çавăнпа та унăн тỹпи те пысăк. Вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



18 февраля 2006
00:00
Поделиться