Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Субсиди кама тивет?

о Ыйтăр-хуравлатпăр

Субсиди кама тивет?

Пирĕн корреспондент "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учрежденин субсиди парас енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалисчĕпе Т.Новосельцевăпа тĕл пулнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Татьяна Вениаминовна, 2005 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче "Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшушăн субсиди парасси çинчен" РФ Правительстви йышăну кăларчĕ. Субсидие кам илме пултарать-ха?

- Патшалăх е муниципаллă çурт-йĕрте пурăнакансем, уйрăм çынсен çуртĕнче, килĕшỹ тăрăх пурăнмалли вырăна тара илсе пурăнакансем, çурт-йĕр тăвакан кооператив членĕсем, пурăнмалли çуртсен хуçисем.

- Субсиди илме мĕнле документсем кирлĕ?

- Пĕтĕм документсен ячĕсене хаçатра çырсан нумай вырăн йышăнĕ, çавăнпа та ун çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен пирĕн патне пырăр. Анчах çакна палăртса хăварас килет - документсенче кăтартнă сведенисем чăнлăхĕшĕн кăтартакан хăй яваплăх тытать.

- Субсиди калăпăшне мĕнле палăртаççĕ? Мĕнрен килме пултарать вăл?

- Субсиди калăпăшне кашни уйăх тăрăх шутлаççĕ. Вăл тỹрремĕнех çемье кил-çурта тытса тăнăшăн тата коммуналлă пулăшу тăкакĕсене саплаштарма мĕн чухлĕ укçа тỹленипе çыхăннă.

- Çемье тупăшне мĕнле шутлаççĕ?

- Судсиди илнĕ чухне çемье е уйрăм пурăнакан çынсен тупăшне шутланă чухне юлашки 6 уйăхра илнĕ укçа-тенкĕне шута илеççĕ.

- Субсидие хăш вăхăтра илме пулать?

- Енчен те эсир документсене уйăхăн 15-мĕш числиччен тăратрăр пулсан, çав уйăх пуçламăшĕнченех, документсене 16-мĕш число хыççăн тăратсан - тепĕр уйăх пуçламăшĕнчен кăна.

В. ТОЛМАТОВ калаçнă.



18 февраля 2006
00:00
Поделиться