Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Сударушка" пурне те хапăл тăвать

"Сударушка" пурне те хапăл тăвать

Мĕн авалтанпах хĕрарăм пурнăç тыткăчи пулнă. Вăлах - юратнă чун савни, телейлĕ мăшăр, ача амăшĕ, çемье ăшши тата вучахĕ. Чăваш хĕрарăмĕнче - иксĕлми вăй-хал, ĕçченлĕх, пултарулăх, хастарлăх, нихăçан сỹнми кăмăл илемĕ. Хĕрарăм - чăваш çĕр-шывĕн тĕрекĕ, общество тĕвви, ыранхи пуласлăхăн тĕп шăнăрĕ. Çак сăмахсемпе кăна вĕçлеме пулать-ши чăваш хĕрарăмне сăнласа?

Унăн анлă та пуян интересĕсемпе ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе пĕтерес те çук, мĕншĕн тесен хальхи саманари хĕрарăм - вăл пĕр пысăк тĕпчемен тĕнче.

1998 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса районти тĕп библиотека çумĕнче хĕрарăмсен "Сударушка" клубĕ ĕçлет. Вăл шкул çулне çитнисенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисене таранах пĕрлештерсе тăрать. Вулавăш ĕçченĕсем уйăхсерен йĕркелекен занятисене активлăн хутшăнса ирттереççĕ: калаçаççĕ, вулаççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, сăвăсем калаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, тĕрлĕ турнирсенче тупăшаççĕ, пĕр сăмахпа каласан, кирлĕ информаципе пуянланаççĕ. Хальхи саманара ку вара пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ темăсене çĕклесе сỹтсе явни пурнăçра çаврăнăçуллăрах пулма пулăшать. Библиотека ĕçченĕсем ирттернĕ занятисене "Хĕрарăмсен ятарлă "Сударушка" клубăн мероприятийĕсен фотолетопиçĕ" альбома çырса пыраççĕ.

"Сударушкăна" пуçтарăннисемшĕн ку уявран та уяв. Библиотека çырăнса илекен çĕнĕрен те çĕнĕ журналсемпе, кĕнекесемпе паллашасси те йăлана кĕнĕ. Унти кирлĕ сĕнỹсемпе, паллă çынсемпе паллашасси те калама çук усăллă.

Хĕрарăмсем çĕклекен ыйтусене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. "Çакăнта илнĕ информаци мултан та паха", - тесе шутларăм эпĕ те, "Сударушка" клуб членне кĕнĕ май.

Çапла каçченех шỹтлерĕç, калаçрĕç, тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕç хĕрарăмсем. Малашне те пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртрĕç.

Т. ВАСИЛЬЕВА,
районти культура çурчĕн методисчĕ.



18 февраля 2006
00:00
Поделиться