Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çар тивĕçĕ

о Блиц-интервью

Çар тивĕçĕ

Салтак службине каясси пирки обществăра тĕрлĕрен шухăш çỹрет. Мĕн шутлаççĕ-ши çакăн пирки салтака кайма çул çитнĕ çамрăксен ашшĕ-амăшĕсем, çĕр-шыв умĕнче тивĕçе пурнăçласа таврăннисем тата кайма хатĕрленекенсем?

И.АЛЕКСЕЕВ, запасри аслă лейтенант.

- Манăн шухăш çапла - çул çитнĕ çамрăксен пурин те Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламалла. Аслă ывăл Саша чикĕ хуралĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçларĕ, Сергей Сывлăш çар десанчĕн чаçĕнче икĕ çул хĕсметре тăчĕ. Халĕ Володя ывăл та çара кайма хатĕрленет. Эпĕ çакăншăн савăнатăп çеç.

В.ХАРИТОНОВ, "Урмарытеплосеть" предприятире ĕçлекен.

- Эпĕ 1983-1985 çулсенче чикĕ хуралĕн Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăтăм. Çар службине Анапа хулинчи вĕрентỹ центрĕнче пуçларăм. Ун хыççăн Китай чиккинче пултăм, киле Эстонири Хаапсула хулинчен таврăнтăм. Çар служби мана хам тăвакан пур ĕçшĕн те яваплă пулма кирлине вĕрентрĕ. Кашни çыннăнах çар тумне тăхăнса курмалла пулĕ тетĕп эпĕ.

Р.: Вăрмар поселокĕнчи пĕр уйрăм çын патĕнче ĕçлекен (хушамачĕпе ятне кăтартма хирĕç пулчĕ).

- Çара каймалли вăхăт çитрĕ пулин те пĕрре те унта каяс килмест. Телевизор куратăп, хаçатсене вулатăп - Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенчи йĕркесĕрлĕхсем çинчен кăна пĕлтереççĕ. Çакă хăратать, çавăнпа та манăн пĕрре те çара каяс килмест.

Куратпăр ĕнтĕ, тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕ шухăш. Аслă ăрурисем çар тивĕçне пурнăçламалли çинчен калаççĕ пулсан, çамрăксем - пăрăнасшăн. Эппин, шутламалăх пур.

А. НИКОЛАЕВА.



22 февраля 2006
00:00
Поделиться