Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш ятне çỹлте тытать

о Февралĕн 23-мĕшĕ - Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ

Чăваш ятне çỹлте тытать

Манăн умра - салтакран янă çырусем. Ку çырусен конверчĕсем те урăхларах - пилĕк кĕтеслĕ хĕрлĕ çăлтăр ỹкернĕ. "Воинская корреспонденция" тесе çырнă хĕрлĕ хăю çине. Çырусене Алексей Вячеславович Адюков Кавал ялне, ашшĕ-амăшĕ патне янă. Сăн ỹкерчĕк çинче - çап-çамрăк салтак Тăван çĕр-шыв умĕнче присяга парать. Хумхануллă самант!

Кавалти вăтам шкулта 11 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Алексей Адюков иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче Раççей çарне службăна тухса каять. Йăла-йĕркепе пĕтĕм ялĕпех ăсатрăмăр ăна салтака. Малтанах вăл Свердловск облаçĕнче службăра тăнă, вĕреннĕ. Халĕ Новосибирск хулинче çар тивĕçне пурнăçлать.

"Служба аван, йĕркеллех пырать, - çырать Алексей, - вĕренетпĕр, нарядсене каятпăр. Шкулта вĕренни кунта та питĕ кирлĕ. Аван вĕреннĕ пулсан, салтакра та çăмăлрах. Чăваш салтакĕн, Кавал ялĕн ятне ярас мар тесе хам та тăрăшатăп. Салтаксемпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. "Ватă" салтаксем, сержант-офицерсем те лайăх, кирлĕ вăхăтра çамрăк салтаксене пулăшаççĕ. Хăнăхиччен çамрăксене йывăр килет. Апатне аван çитереççĕ. Тутлă салтак пăтти! Халĕ мана кĕçĕн сержант звани пачĕç. Тепрер уйăхран, киле, отпуска яратпăр теççĕ. Мĕнле пысăк савăнăç! Салтак тумĕпе тăван яла, тăван кил-йыша, юлташсене пырса куратăп!

Ашшĕпе амăшĕ тивĕçлипе мухтанаççĕ ывăлĕпе. Пытармалли çук - каясшăнах мар хальхи пурнăçра службăна хăш-пĕр çамрăк каччăсем. Ашшĕ-амăшĕ те ярасшăнах мар. Адюковсем вара ывăлĕ çара кайнишĕн пĕрре те хирĕç пулман. Алеша Адюков хăй те пĕрре те ỹкĕнмест çакăншăн. Тивĕçне чыслăн пурнăçлать кĕçĕн сержант. Унăн ашшĕ Вячеслав Адюков та хăй вăхăтĕнче çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çарта вăл танкист пулнă. Киле таврăнсан та çав çулпах кайнă. Тракторист пулса нумай çул "Ленинский" совхозра ĕçленĕ. Халĕ те вăйне шеллемесĕр ĕçлĕччĕ - ялта ĕç çук.

Вячеслав Адюковпа унăн мăшăрĕ Людмила ачисем çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Йăмăкĕ Оля халĕ Шупашкарта вĕренет. Вăл та пиччĕшне службăна йĕркеллĕ вĕçлеме ырлăх-сывлăх сунать.

В. ТУРТУШОВ,
обществăлла корреспондент.
Кавал ялĕ.


22 февраля 2006
00:00
Поделиться