Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лавкка - потребкоопераци центрĕ

о Уполномоченăйсен пухăвĕ

Лавкка - потребкоопераци центрĕ

Вăрмар райповĕн уполномоченнăйĕсемпе иртнĕ 80-мĕш пухăвĕнче 10 ыйту пăхса тухнă. Чи малтанах мандат комиссине итлерĕç, унтан ĕç органĕсене суйларĕç.

Райпо совечĕн председателĕ К.НИКИТИН райпон 2005 çулхи ĕç итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

"Кăçал Раççей потребкооперацийĕ 175 çул тултарать. Çавна май ăна "Пайщик çулĕ" тесе палăртнă. Юлашки çулсенче райпон тĕп тивĕçĕ чухăнлăхпа, ĕçсĕрлĕхпе кĕрешесси, ял халăхне пурăнма лайăх условисем туса парасси пулнă. Çавна май райпо совечĕн тата правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ потребкоопераци аталанăвĕн программине тата Раççей наукăпа практика конференцийĕн сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртесси пулса тăрать", - терĕ Константин Владимирович хăйĕн докладне пуçланă май.

Наукăпа практика конференцийĕн сĕнĕвĕсен тĕллевĕ - социаллă ыйтусене пурнăçа кĕртесси. Ку чи малтанах пайщиксен активлăхне ỹстересси, чухăнлăхпа кĕрешесси. Ялсенче чухăн çынсем сахалрах пулччăр тесен вĕсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле тата ĕç укçине вăхăтра тỹлемелле.

Райпон тĕп задачи вара вĕсем валли çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма пулăшасси, çамрăксене вĕрентесси, вĕсен канăвне йĕркелесси.

Хальхи вăхăтра райпо шутне "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Нива", "Обществăлла апатлану предприятийĕ", "Надежда" тулли мар яваплă обществăсем, 56 лавкка, 5 киоск, медицина тата ветеринари аптекисем, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен "Ромашка" çурт кĕреççĕ.

2005 çулта ваккăн сутакан тавар тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 85 миллион та 412 пин тенкĕпе танлашнă. Таварçаврăнăшĕ вара ытларах çăкăр, çăкăрпа булка, кондитер изделийĕсем, кăлпасси, строительство материалĕсем, сĕтел-пукан сутнипе пулнă.

Суту-илỹ сечĕсем ваккăн тавар сутасси 71 миллион та 427 пин тенкĕпе танлашнă. Ку, унчченхи çулпа танлаштарсан, ытларах.

2005 çулта тавара кредит мелĕпе 1,243 пин тенкĕлĕх сутнă. Çак та, малтанхипе танлаштарсан, пысăк кăтарту. Сĕтел-пукан сутассипе райпон "Лидер" лавккине палăртмалла. Çавна май, иртнĕ çулпа танлаштарсан, сĕтел-пукан сутлăхĕ 7 хут ỹснĕ.

Райпон "Обществăлла апатлану предприятийĕ" тулли мар яваплă общество та иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн таварçаврăнăшĕ 13 миллион та 985 пин тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен 44,7 процент - хăйсем туса кăларакан продукци. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан вăл 1,5 процент ỹснĕ.

Халăха тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кỹресси те начар мар. 2005 çулта вăл 258 пин тенкĕпе танлашнă. Унпа пĕрлех аптека пункчĕ эмелсем - 2012, ветеринари аптеки - 1075, ял лавккисенче 52 пин тенкелĕх ветеринари препарачĕсем сутнă. Райпон производство аталанăвĕ те курăмлă. Акă "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Нива", "Надежда" тулли мар яваплă обществăсенех илер. Вĕсем 2005 çулта 18 миллион та 531 пин тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Иртнĕ çул хатĕрлев ĕçĕсемпе те пысăк утăмсем тунă. Кашни ял лавкки суту-илỹсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă тăрăшать. 2005 çулта ял хуçалăх продукцине халăхран 12 миллион та 500 пин тенкĕлĕх туяннă. Паянхи куна илес пулсан ку енĕпе 46 лавкка ĕçлет. Халăхран сĕт пухас ĕç те активлă пырать. Иртнĕ çул 1687 тонна пухнă. Ку енĕпе Хĕрлĕçыр, Тикаш, Кĕлкеш, Саруй, Шăплат, Çĕнĕ Мăнтăр тата ытти лавккасем лайăх ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра райпо системинче 360 çын вăй хурать. Çĕнĕрен 7 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Унпа пĕрлех районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа обществăлла ĕçсем пурнăçлама килĕшỹ тунă. Йывăр социаллă лару-тăрура пурăнакансене те ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ.

"Паян аякри ялсенче пурăнакансене те лайăх условисем туса памалла, çавна май ял лавкки чăн-чăн потребкоопераци центрĕ пулмалла. РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă наци проекчĕсене те пурнăçа кĕртессипе пирĕн тăрăшмалла. Потребкооперацин тĕп тĕллевĕ - çак наци проекчĕсене вырăнта аталантарасси", - терĕ К.Никитин хăйĕн калаçăвне вĕçленĕ май.

Уполномоченнăйсен пухăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов тухса калаçрĕç. Район пуçлăхĕ хатĕрлев ĕçĕсемпе ытларах тăрăшмаллине, уйрăмах халăхран çĕр улми пуçтарассине райпо хăйĕн çине илмеллине палăртрĕ. Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ В.Павлов 2005 çулта Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни, райпо ĕçченĕсене ĕç укçи вăхăтра тỹлени çинчен пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех уполномоченнăйсен пухăвĕнче райпон тĕп бухгалтерĕ А.Васильева, Г.Эверсков, В.Тимофеев, В.Александров, А.Афанасьев, Н.Петров уполномоченнăйсем тухса калаçрĕç.

Юлашкинчен пайщиксен йышĕнче улшăнусем кĕртме каларĕç, потребительсен обществин Уставĕнче çĕнĕлĕхсем кĕртме йышăнчĕç, райпо фондне йĕркелерĕç.

З. ПАВЛОВА.



22 февраля 2006
00:00
Поделиться