Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проектне - пурнăçа

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ

Наци проектне - пурнăçа

Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта ирттернĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче икĕ ыйту пăхса тухнă: "Вĕрентỹ сферинчи наци проектне, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указне районта пурнăçа кĕртессин тĕп тĕллевĕсем" тата районта ашшĕ-амăшĕсен комитетне йĕркелесси.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тухса калаçнă. Вăл хăйĕн докладĕнче ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырăвне, "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указа вĕрентỹ ĕçĕнче пурнăçа кĕртмелли çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов çул çитмен ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттермелли, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова ачана тĕрĕс воспитани парасси çемьерен пуçланни, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕ Л.Цыфаркина ачасене И.Я.Яковлев Халалне тĕпе хурса вĕрентмелли, Леонид Атте пулас ăрăвăн ăс-хакăлне туптама Турă вăй-хăвачĕ пулăшни, çавна май ку енĕпе ятарласа уроксем йĕркелемелли çинчен тата ыттисем тухса калаçрĕç. Унтан 13 çынран ашшĕ-амăшĕсен комитетне йĕркелерĕç.

З. ПАВЛОВА.



22 февраля 2006
00:00
Поделиться